Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫулсем тӑваççӗ тата юсаса ҫӗнетеççӗ

Районти территорисенчи асфальт ҫулсене хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫсем республика программисемпе килӗшӳллӗн пурнăçланаççӗ

Тулта кӗркунне пулсан та, хӗвелӗн хăйӗн ăшă пайӑркисене халиччен сапалать. Кивӗ Çӗпрел — Тутар Шатăршан автоçулăн Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче вырнаçнă Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей çумӗнчен иртекен ҫул ҫинчи ҫӗнӗ асфальт сарас ӗҫре тӑрӑшакан ӗçченсем ҫак шӑрӑх та чăрмантармасть. Ҫул-йӗр тăвакан каччăсем иртен пуҫласа каҫчен тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа ӗҫлеҫҫӗ. 

Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей ҫумӗпе иртекен автоҫул ҫине паянхи кун тӗлне асфальта туллин сарнӑ. Асфальт сарнӑ ҫула юсас ӗҫе республика программипе килӗшӳллӗн туса пыраҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра кунта ачасене лицее илсе килекен тата каялла турттаракан автотранспорт чарăнакан çул хӗррисене анлӑлатас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Лицей умӗнче автомашинӑсем лартмалли вырӑн пулать. Хальхи вӑхӑтра унăн никӗсне тунӑ.

Районта асфальт сарнӑ ҫулсене хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫ малалла тӑсӑлӗ. Район центрӗнчи Строительная урамӗнчи ҫула пӗр сий асфальтпа витнӗ. Часах ҫак урамри тротуара та ҫӗнетӗҫ, ун хыҫҫӑн ҫак урамри асфальта тата тепӗр хут асфальт сарӗҫ. Ҫавӑн пекех район центрӗнче, Техническая урамӗнчи, «МСО» организацийӗ патӗнчи тротуарсене юсаса ҫӗнетес ӗҫе планпа килӗшӳллӗн туса ирттерӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев