Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Техникумăн студенчӗсем диплом илчӗç

Кӑҫал Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнчен 50 студент вӗренсе тухрӗ.

Дипломсене парасси «Вӗренсе тухакансен паркӗнче» иртрӗ. Ӗнерхи студентсем паян автомобиль транспортне техника пулăшăвӗ кăтартас тата юсас, обществăлла апатлану продукцийӗн технологийӗ, ял хуҫалӑхне механизацилес енӗпе специальноçсем илчӗç.

Çамрăк специалистсене Дипломсем парас енӗпе мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, техникумăн директорӗ Фаниль Яфизов, ТР студентсен отрячӗсен ертӳҫин çумӗ Данил Багурин, «Ҫӗпрел Рассвет Агро» обществӑн директорӗн ҫумӗ Алексей Храмов, ҫавӑн пекех педагогсем, ашшӗ-амӑшӗсем хутшӑнчӗç. Хӑнасем ҫамрӑк специалистсене техникумра илнӗ пӗлӳсемпе ӑнӑҫлӑ усӑ курма, хӑйсем лайӑх хатӗрленнӗ специалистсем пулнине кăтартма сунчӗҫ.

Ҫамрӑксем вара вӗрентекенӗсене лайӑх пӗлӳ панӑшӑн тав турӗç.

– Эпир хамӑрăн студентсене производство практикинче пулнă чухне те, ун хыҫҫӑн та усӑ курма пултаракан пӗлӳ пама тӑрӑшатпӑр, – тесе палӑртрӗ техникумăн директорӗ Фаниль Яфизов. – Вӑхӑт пӗр вырӑнта тӑмасть, техника прогресӗ малалла пырать, эпир те вӑхӑтран юлас мар тесе тӑрӑшатпӑр.

«Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче» вӗренес текенсен шучӗ ӳсет. Ку уйрӑмах юлашки ҫулсенче палӑрать.  Кунта районти шкулсенчен вӗренсе тухакансем те, ытти регионсенчен килекенсем  те кăмăлласах вӗренеҫҫӗ. Ҫак учрежденире вӗреннӗ профессисем питӗ кирлӗ, çакăн пек специальноçсен кирлӗлӗхӗ те пысăк.

Ҫавӑнпа педагогсене тав сӑмахӗ нумай пулчӗ. Студентсен ашшӗ-амӑшӗсен ячӗпе Елена Фомина, студентсенчен – Анастасия Павлова тухса калаçрӗç.

Мероприяти вӑхӑтӗнче активистсене Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсем пачӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев