Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Шкул автобусӗсен вунӑ водителӗ конкурсра хутшӑнчӗç

Професси енӗпе чи ăсти

«Шкул автобусӗн чи лайӑх водителӗ» професси ӑсталӑхӗн смотр-конкурсне Раҫҫей Шалти ӗçсен министерстви Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД пайӗ, Хусан хулинчи «Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăхăн бюджет учрежденийӗн территори управленийӗн профилактика уйрӑмӗн Пăвари уйрăмӗ, «Данадис» общество тата районти çутӗç пайӗ пӗрле йӗркеленӗ.

Унта районти автоинспекторсем, «Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăхăн бюджет учрежденийӗн профилактика уйрӑмӗн Пăвари уйрăмӗн начальникӗ Сирина Мурзакова та хутшӑнчӗç. 

Мероприятие теори пайӗнчен — «Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» базинче ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисем тӑрӑх компьютерпа экзамен парасси пуҫланчӗ.

Иккӗмӗш — професси ӑсталӑхӗн конкурсӗн практикӑлла пайӗ автодромра иртрӗ, унта фигурӑллӑ тата автобуспа çӳрес ăсталăх енӗпе вăй виçрӗç.
Конкурса хут-шӑнакансене награ-дӑламалли пайра хутшăнакансене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи

Рустам Мухаметзянов, Сирина Мурзакова, районти çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов, «Данадис» обществӑн начальникӗ Ильнур Исаков саламларӗҫ. Вӗсем ҫакӑн пек мерӑсем водитель ӑсталӑхне, ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстерме пулӑшнине палӑртрӗҫ.

Конкурс пӗтӗм-летӗвӗсемпе ҫӗнтерӳ-ҫӗсемпе призерсем палӑрчӗç: 1 вырӑна — Фоат Ханбиков, 2 вырӑна — Ирек Мударисов тата 3 вырӑна Ильмир Исаков йышăнчӗç. Ҫӗнтерӳҫӗсене пурне те Кубоксем, грамотӑсем, медальсемпе парнесем пачӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев