Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Отпуска таврӑнчӗ те, мăшăрланчӗ

Кӗске вӑхӑтлӑхлă отпуск вӑхӑтӗнче Максим хӑйӗн савнă хӗрӗпе Дарьяпа ҫемье ҫавӑрма шутланă.

Максим Портнов Чӑваш Паснапуç ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Паян вӑл тата унӑн икӗ пӗртăванӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче Тӑван çӗршыва хӳтӗлеҫҫӗ. Кӗске вӑхӑтлӑхлă отпуск вӑхӑтӗнче Максим хӑйӗн савнă хӗрӗпе Дарьяпа ҫемье ҫавӑрма шутланă.

– Ку решение эпир атте-аннесемпе канашласа йышӑнтӑмӑр. Чи пахи – эпир пӗр-пӗрне юратни, – тет Максим.

– Мӑшӑрăм ҫӗршывăмăрăн инте-ресӗсемшӗн хуйхăртса, хăй умне лартнӑ задачӑсене пурнӑҫланă вăхăтра, эпӗ уншӑн шанчӑклӑ тыл пулса тӑрӑп, паллах, пӗрлехи ҫутӑ малашлӑх ҫинчен ӗмӗтленӗп, – тет унăн савнă хӗрӗ.

ЗАГС ӗçченӗсем ҫамрӑк мӑшӑрсене мӑшӑрланăва регистраци туни ҫинчен свидетельство пачӗҫ, вӗсене иксӗлми телей, юрату, пӗр-пӗрне яланах тӗрек пулма  тата пулӑшса тӑма сунчӗҫ. Ҫамрӑксене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова саламларӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев