Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне — машина
Тӗп хыпар

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне — машина

Ыркăмăллăх

«Цильна» обществӑн директорӗ Барис Гафуров Кӗçӗн Чăнлă вӑтам шкулне «Нива» маркӑллӑ ҫӗнӗ ҫӑмӑл автомобиль парнелерӗ.

Барис Гафуров автомобиль уҫҫине вӑтам шкул директорне Фаниль Замалетдинова панă чухне: «Паянтан пуҫласа эсир тӗрлӗ мероприятисемпе олимпиадӑсене кайма транспорт шыраса çӳремӗр», — терӗ. 

Барис Аппаувич, çаплах, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен, сахал тупӑшлӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесенчи ачасене, 1-мӗш класа каякан ачасене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли 5-шер пин тенкӗ укçа пачӗ.

Паянхи кун Кӗçӗн Чăнлă вăтам шкулӗнче 70тен ытла ача вӗренет. Кӑҫал пӗрремӗш класа 4 ача вӗренме килнӗ.


Нет комментариев