Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Митинга ҫар юхăмӗн ветеранӗсене халалланăччӗ

Паттăрлăха ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав

Июлӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейре ҫар юхăмӗн ветеранӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун пирӗн ҫӗршывра Тӑван çӗршыва сыхланă, унӑн интересӗсене хӳтӗленӗ, хӑйӗн ҫар тата граждан тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланă ҫынсене чыслаҫҫӗ. 

Район центрӗнче, Геройсен Аллейинчи воин-интернационалистсен монуменчӗ умне ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, кӗске вӑхӑтлӑха отпуска таврӑннӑ ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнакансем, çар çыннисен тӑванӗсем, влаҫпа организацисен представителӗсем пухӑнчӗҫ. 

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, хӑнасем, районти ертӳçӗсем, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, юнармеецсем, йăлана кӗнӗ тăрăх, палӑк умне чечексем хучӗҫ тата Афганистанра, Чечняра, ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнисене асӑнса, пӗр минут шăп тӑчӗҫ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин мероприятире тухса калаçса, пирӗн ҫӗршыв интересӗсене хӳтӗлес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ҫар юхăмӗн ветеранӗсене тав турӗҫ, вӗсене ырлăх-сывлӑх сунчӗҫ. Митингра, çавӑн пекех воин-интернационалистсен организацийӗн ертӳçи Виктор Петухов, Чечня вăрçин ветеранӗ Данил Ефимов тата афганец Ильдар Азизовăн амӑшӗ Вера Азизова тухса калаҫрӗҫ, асаилӗвӗсене çӗнетрӗç.

Мероприяти вӑхӑтӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑррӑн вилнӗ Мансур Ильдусович Насыбулловăн «Паттӑрлӑх» орденне унӑн ашшӗне Ильдус Насыбуллова пачӗҫ. 

Митинг вӑхӑтӗнче ҫавӑн пекех, ҫар юхăмӗн ветеранӗсене, район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсене, РФ Сывлăш-десант çарӗсен 104-мӗш дивизийӗн командирӗн Тав ҫырӑвӗсене, çар юхăмӗн ветеранӗсен, запасри çар юхăмӗн, «Щит Отечества» регионти обществăлла организацийӗн Тав ҫырӑвӗсене, «Ҫурҫӗр Кавказри çар юхăмне — 25 ҫул» юбилей медалӗсене, «Чечня вӑрҫин ветеранӗ» паллӑсене пачӗҫ.

Справка

Мансур Ильдусович Насыбуллов Ильмет-Чаткас ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн районти техникумра вӗреннӗ. Çар тивӗçне Мускав облаҫӗнче, Ногинск хулин ҫар чаҫӗсенчен пӗринче пурнăçланă. Ҫӗршывра мобилизаци пуҫласан ятарлă çар операцийӗн зонине каять. 2023 çулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче паттăрла пуçне хурать.

Саламлатпăр!

Ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗçе пысăк пай кӗртнӗшӗн тата çар юхăмӗн ветеранӗсен обществӑлла организацийӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑннӑшӑн Владимир Ринатович Биктудина район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотине, Сергей Михайлович Жирнова, Петр Николаевич Мискина — район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне, Петр Сергеевич Арсентьева, Замир Забихуллович Юсупова, Юрий Терентьевич Кузьмина, Зиханур Хаджиалиевич Залаллова «Район йӗркеленнӗренпе 90 ҫул» юбилей медальне пачӗç.

Виктор Петрович Петухова, Олег Васильевич Журавлева, Владимир Николаевич Солдатова, Ирек Абдулбариевич Яфизова, Василий Федорович Денисова Сывлӑш-десант ҫарӗсен 104-мӗш дивизийӗн командирӗн Тав ҫырӑвне парса чысларӗç.

Дмитрий Витальевич Ларионов, Евгений Николаевич Хемницер, Николай Николаевич Макаров, Николай Васильевич Мусаткин, Альберт Рифкатович Сулейманов ҫар юхăмӗн ветеранӗсен, запасри, пограничниксен тата ытти ҫарсен регионти обществăлла организацийӗн Тав ҫырӑвӗсене тивӗçрӗç.

Михаил Анатольевич Чернова, Дмитрий Витальевич Ларионова «Ҫурҫӗр Кавказри çар юхăмне — 25 çул» медальпе наградӑларӗç.

Виктор Николаевич Сергеева, Николай Васильевич Мусаткина, Николай Николаевич Макарова, Петр Иванович Албутова «Чечня вăрçин ветеранӗ» паллӑпа наградӑларӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев