Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кунсем кӗр енне сулӑнсан

Районта кӗрхи ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ

Районти обществăсемпе агрофирмӑсенче выльӑхсене ӑнӑҫлӑ хӗл каҫма 7500 тонна утӑ, 35 пин тонна сенаж, 35 пин тонна силос хатӗрлемелле.

Ҫак кунсенче «Цильна» обществӑра кукурузăран силос тăвас ӗçсем хӗрсех пыраççӗ.   «Ягуар» маркӑллӑ вакласа тиекен комбайна ӗçлеттерекен Фарит Тухфатуллин ҫумне техникӑн вуншар единицине ҫирӗплетнӗ. Фарит – опытлӑ механизатор, пур ӗҫе те тӗплӗн пурнӑҫлать.

Техникăсем кукуруза уйӗнчен пуҫласа выльӑх апачӗн картине ҫитиччен кунне вуншар рейс тӑваҫҫӗ. «КамАЗ» машинăн шоферӗсем Фанис Хакимов, Ильнур Алимов, Асхать Замалетдинов, Марат Садеев, Радик Садеев тата ыттисем вӗтетнӗ массӑна силос базисене турттараҫҫӗ.

Выльӑх апачӗн картинче вара массӑна «К-700» тракторсемпе Ильгиз Миначев, Фанис Хайруллин, Сергей Ильин, «Т-150» тракторсемпе Владимир Дергунов тикӗслеççӗ, таптатса, тăкăслатса тăраççӗ.

– Хӗлле выльăх апачӗ ҫиттӗр тесен, халӗ чи кирли – апата ҫителӗклӗ пухасси тата пахалӑхлӑ упрантăр тесен, ăна тивӗҫтересси, – теҫҫӗ хӑйсем умне лартнӑ задачӑна тӗрӗс ӑнланакан механизаторсем.

Обществăра кукуруза культурине 650 гектар лаптӑк çинче акнă. Ҫавӑн 195 гектарӗнчине силоса хывнӑ, ку пӗтӗм лаптăксен 30 процентне тӳрӗ килет.  Силос базисене 6847 пин тонна силос массине хывнӑ.

 Справка

Районти ял хуҫалӑх управленийӗпе апат-ҫимӗҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, сентябрӗн 12-мӗшӗ тӗлне 6,1 пин тонна утӑ, 33 пин тонна сенаж тата 10 пин тонна силос хатӗрленӗ. Кашни выльӑх пуҫне вӑтамран 25 центнер апат единици тӳрӗ килет.

Районта, çаплах, 2025 ҫулхи тухăçшăн кӗрхи культурăсене акасси те малалла пырать.  9021 гектар лаптӑк çине кӗрхи культурӑсем акнӑ, çавăн 2518 гектарне рапс, 6500 гектарне тулӑ тата 90 гектарне ыраш культури тӳрӗ килет.

19600 гектар ҫӗрсене кӗрхи ҫӗртме сухи тунă. 

Малта пыракансем

Даннăйсем 2024 çулăн сентябрӗн 12-мӗшӗ тӗлне

1 мӗш ушкăн

«КЗС-812»    Ф.Шайхаттаров    «Низамов А.А.»    1506 тн.

2-мӗш ушкăн

«Доминатор»  Алексей Хохлов   «АгроТрансПорт»    2189 тн.

«Мега-370»    И.Миначев          «Цильна»               1985 тн.

«Сампо 3065L» И.Ахмадуллов   «Агро Вест»        1159 тн.

3-мӗш ушкăн

«Тукано–450»   И.Низамов     «АгроТрансПорт»  3107 тн.

«Тукано–450» Анатолий Хохлов  «АгроТрансПорт»      2675 тн.

«Тукано-450»       Ю.Биктиряков   «АгроТрансПорт»     2454 тн.

«Тукано-430»      Р.Шайдуллов     «Цильна»          2385 тн.

«Тукано-430»      Ф.Хайруллин      «Цильна»         2157 тн.

«Полесье»           Ф.Валиев             «Цильна           2063 тн.

«Тукано-430»       К.Камалов          «Цильна»         2018 тн.

«Акрос-580»        В.Кучеров      «Рассвет Агро»     1873 тн.

«Полесье»        Раиль Ахметзянов  «Агро Вест»  1853 тн.        

«Полесье»   Радик Ахметзянов   «Агро Вест»      1597 тн.

«Полесье»     М.Низамов   КФХ «Низамов А.А.» 1463 тн.

«КЗС1218»     И.Бухариев   КФХ «Бикчуров Р.А.» 1194 тн.

«КЗС1218»     Ф.Басыров   КФХ «Бикчуров Р.А.»  1175 тн.

 «GS12A1»  Р.Багаутдинов  КФХ «Бикчуров Р.А.»  1114 тн.

«Акрос-580»        В.Копьев         «Рассвет Агро»    1063 тн.

«Полесье»    Ф.Каримов  КФХ «Бикчуров Р.А.»   1019 тн.

«Акрос-580»   Р.Махмүтов      «Рассвет Агро»        830  тн.

«Полесье»    А.Гаппаров     КФХ «Бикчуров Р.А.»  606 тн.

4-мӗш ушкăн

«РСМ-161»         А.Батырев «Рассвет Агро»       3341 тн «Торум 750»       А.Зялалов      «Рассвет Агро»      3243 тн.

«РСМ-161»     И.Нигъманов    «Рассвет Агро»      3121 тн.

«РСМ-161»      А.Архипов          «Рассвет Агро»      2861 тн.

«РСМ-161»      С.Маняков          «Рассвет Агро»     2852 тн.

«Торум 750»      И.Гафуров      «Рассвет Агро»      2753 тн.

«РСМ-161»         Н.Моисеев           «Рассвет Агро»      2739 тн.

«РСМ-161»            О.Нурин        «Рассвет Агро»      2681 тн.

«РСМ-161»     И.Ибрагимов    «Рассвет Агро»       2492 тн.

«РСМ-161»    Р.Миннибаев     «Рассвет Агро»       2243 тн.

«CLAAS TUCANO»  З.Юсупов   КФХ «Бикчуров Р.А.» 1550 тн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев