Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Янăра, шӑнкӑрав, ан шăплан!

Шкулсенче, урока чӗнсе, «Пӗрремӗш шăнкăрав» янӑрарӗ

2024-25 вӗренӳ ҫулӗнче районти шкулсенче 1729 ача вӗренӗ. Вӗсенчен 130шӗ — пӗрремӗш класра.
Кӑҫал «Пӗлӳ кунӗ» сентябрӗн 2-мӗшне тӳрӗ килчӗ. Ҫав кунах чаплӑ линейкӑсем, «Мир урокӗ» те иртрӗ. 
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Тутарстан тата Ульяновск облаҫӗнчи патшалӑх пурлӑхне тытса пыракан Федерацин агентствин регионсен хушшинчи территорири управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов, район прокурорӗ Олег Гайнутдинов «Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче» тата 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ мероприятисенче хутшӑнчӗç. Альберт Хайрутдинов студентсене, вӗренекенсемпе педагогика коллективӗсене «Пӗлӳ кунӗ» пулнă май Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов ятӗнчен саламларӗ. Хӑнасем, çаплах, вӗренекенсемпе педагогика составне ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе саламларӗҫ. 

Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче 

Уява Хусанти авиаци завочӗн вӗренӳпе производство центрӗн ертӳҫи Алексей Дружков та килнӗччӗ. Студентсене вӑл малашне авторитетлă завода ӗҫлеме те чӗнчӗ. Кӑҫал техникумра тӗрлӗ специальность енӗпе 201 студент вӗренӗ. Пӗрремӗш курса 50 студента йышӑннӑ.
Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗ студентсене, тӗп юсав хыҫҫӑн, çӗнелсе кӗтсе илчӗ. 
Ҫавна май строительствăпа монтаж ӗҫӗсен мастерне Нияз Мохитова тата «ВегаСтрой» обществӑн директорне Эдуард Харькова район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсене пачӗҫ. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче уй-хирте тата производствӑра ӗҫленӗ студентсене те ӗҫ паракансенчен грамотăсем пачӗç.

1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче

Пӗлӳ паракан учрежденире кӑҫалхи çул 477 вӗренекен пӗлӳ илӗ. 1-мӗш класа 42 вӗренекен килнӗ. 
Кӑҫал шкул столовӑйне тӗпрен юсанă. Унти мӗнпур оборудование те ҫӗнетнӗ, вӗренекенсене апатлантарма мӗнпур условисем йӗркеленӗ.
Палӑртса хӑвармалла, ҫак кун мӗнпур шкулсенче те чаплӑ мероприятисем иртрӗҫ, вӗсенче районти тӗрлӗ предприятисемпе организацисен ертӳҫисем хутшӑнчӗç. Вӗсем пурте ҫак вӗренӳ ҫулӗ вӗренекенсемшӗн ҫӗнӗ пӗлӳ, ҫӗнӗ открытисен, ҫитӗнӳсен ҫулталӑкӗ пултӑр, тесе сунчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев