Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çӗпрелне Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл килчӗ

Митрополит Кирилл Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Сергий Радонежский храмӗнче литурги ирттерчӗ

Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл Çӗпрелне ӗçлӗ визитпа килчӗ. Хӑнана Çӗпрел районӗн чиккинче тата чиркӗве кӗнӗ çӗрте çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров район чиккинче владыкăна кӗтсе илчӗ, унпа пӗрле çӳрерӗ.
Июнӗн 18-мӗшӗнче, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Сергий Радонежский чиркӗвӗнче литурги иртрӗ.

Хусан тата Тутарстан митрополитне Кирила литурги ирттерме Тутарстан митрополин секретарӗ иеромонах Кирилл (Корытко), Хусанти Турă Амӑшӗн арçынсен мӑнастирӗн наместникӗ игумен Марк (Виленский), Хусанти Александро-Невски храмӑн клирикӗ протоиерей Сергий Хохлов, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Сергий Радонежский храмăн настоятелӗ иерей Павел Пурлов пулӑшрӗҫ.

Марина Литвиненко ертсе пынипе архиерейсен хутӑш хорӗ юрларӗ. Храмра районта пурӑнакансем, казачества представителӗсем кӗл турӗç.

Кӗлӗ вӗçленсен протоиерей Сергей Хохлов проповедь ирттерчӗ.

Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл чиркӗве ҫӳрекенсене тата храмра ӗҫлекенсене пуриншӗн те таса кун — вырсарникун кунӗ тата мӗнпур святойсен кунӗпе саламласа, сӑмах тухса каларӗ. Сӑмах районта тӗрлӗ наци ҫыннисем мирлӗ пурӑнни тата йӑла-йӗркесене хисеплени ҫинчен пычӗ, малашне те пӗр-пӗрне ӑнланса туслӑ пурăнасси тивӗç пулса тăнине палӑртрӗ.

Юлашкинчен митрополит Кирилл пӗрле кӗлӗ тунӑшӑн тата кашни кунхи ӗҫӗшӗн иерее Павел Пурлова тата Турӑ ҫурчӗн çыннисене тав турӗ. Ҫавӑн пекех, владыка Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхне Марат Гафарова ырӑ хутшӑнусемшӗн тата пӗрле ӗҫленӗшӗн тав сăмахӗсене пӗлтерчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев