Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чăмăр пысăкăш, çап-çаврака...

Ял çыннисем çӗрулми кăлараççӗ

Ҫӗрулми тӗрлӗрен кăçал. Хăшӗсен тухăçӗ ăнса пулнă пулсан, ыттисем ӑна «питӗ вакă», тесе ӳпкелешеҫҫӗ.

Кӑҫалхи ҫуркунне те хăйне евӗрлӗ пулчӗ çав, ир килчӗ. Малтан, ăшшипе савăнтарчӗ, пӗтӗм улма-йывăç чечеке ларсан, сивӗтрӗ те хучӗ. Ҫӗрулмине те хăш-пӗрисем апрель уйăхӗн вӗҫӗнчех акрӗç. Ӗлкӗрӗ-ха, текеннисем çак ӗçе май уйăхӗн вӗçӗнче кăна пурнăçларӗç... Анчах та кая юлчӗç — нӳрӗ те сахал, çумăрӗ те çумарӗ. 

Август уйӑхӗнче «иккӗмӗш ҫӑкӑра» талккӑшпех ҫумӑр шăварчӗ пулин те, анчах кая юлнă пулас. 
Кирек мӗнле пулсан та, шултра е вакă — ҫӗрулмине кăларса илме вӑхӑт.

— Ир ӗлкӗрекенне август уйӑхӗнчех кăлартăмăр, унтан ыттисене пуçтарса илтӗмӗр. Çулне кура аванах пулчӗ. Çиме сывлӑх пултӑр, —тет Галина Митрошкина, Кивӗ Ҫӗпрелӗнчен.

Мавлютовсем кӑҫал икӗ хут ҫӗрулми акса ӳстерсе пăхма шут тытнӑ.

— Ыхра вырӑнне ҫумкурӑк ӳссе ан лартăр тесе, тепӗр хут ҫӗрулми лартрăмăр. Ӳснӗ. Купаларăмăр та.

Октябрь уйӑхӗнче кӑларăпӑр. Ҫуркунне акнине кăларса илтӗмӗр, тухăçӗ лайӑх, — тет Римма Мавлютова.

Ялсенче ҫӗрулмине кӳршӗ-аршăпа, тăвансемпе пуçтарăнса илеççӗ. Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче, сӑмахран, Ильдус Валиуллова çак ӗçе тума тӑванӗсем, кӳршисем пулӑшнӑ. Вӑл та ҫак культурӑна ӳстермелли вӑрттӑнлӑхсене каласа пачӗ.

— Тӗрлӗ сортсене, уйрăмшаррăн акатпӑр, — тет вӑл. — Кӑҫал хӗрлӗ ҫӗрулмийӗн тухӑҫӗ аван пулчӗ, — тет.
«Чăмăр пысăкăш, çап-çаврака, шап-шурă, питӗ те тутлă» текен юрă йӗркисем те пур вӗт. Ҫак пахчаҫимӗҫ пирӗн халӑхшӑн мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине вӑл хӑй тӗллӗнех кӑтартса парать.

«Иккӗмӗш ҫӑкӑр» кăларса илес умӗнхи специалист канашӗсем:

Ҫӗрулмине кӑлариччен пӗр эрне маларах унăн аврисене ҫулмалла. Ҫав вӑхӑтра ҫӗрулми ҫирӗпленет, ӗлкӗрет, унӑн чир-чӗре хирӗç тăраслăхӗ ҫирӗпленет. Ӗлкӗрсе ҫитеймен ҫӗрулмисем хӑвӑрт ҫӗреҫҫӗ, вӗсем чирсене парăнакан пулаççӗ. Хӑш-пӗрисем çӗрулми аври симӗс, тесе, маларах çулса хума тӑрӑшмаҫҫӗ. Пӗр эрне те пулин ӳсет, теççӗ. Анчах пӗр харӑсах икӗ мулкач тытма май ҫук тенӗ пек, пур сортсене те пӗр вӑхӑтрах чавса кӑларни тӗрӗс мар. Иртерех, вӑтам ӗлкӗрекенсене ҫеҫ кăларма сӗнеҫҫӗ.

Тунисем фитофторпа сиенленнисене те ҫулма вӑхӑт. Нумай тытса тӑрсан, чир ҫӗрулми ҫине анать.

Ҫӗрулмине чавса кӑларсан та тӳрех шăтăка антармалла мар, ӑна уҫӑлтармалла. Ҫакна тума хӗвел çути кӗмен тӗттӗм пӳлӗме, ҫил вылякан пӳлӗме хумалла. Вӑрлӑх валли хӑварнисене вара, пачах урӑхла, хӗвел кӗрекен ҫӗрте тытни авантарах. Хӗвел ҫутине пула симӗсленекен ҫӗрулмийӗн чирсене хирӗç тăраслăхӗ ҫирӗпленет, лайӑхрах сыхланать. 

Шăтăка антарас умӗн тепӗр хут сортировать тума сӗнеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫӗрме, ҫемҫелме пуҫланӑ ҫӗрулмисем курӑнма пултараҫҫӗ. Ун пеккисене упрама юрамасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев