Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Аттестат — аслă пурнӑҫа путевка

Кӑҫал 11 класран 75 çамрăк вӗренсе тухрӗ

Шкул пӗтерекен-сенчен 16-шӗ — ылтăн, 6шӗ кӗмӗл медале тивӗçлӗ пулчӗç.

Аттестатсене савăнăçлă лару-тăрура памалли мероприяти районти Культура çуртӗнче, Çамрӑксен кунӗ шайӗнче иртрӗ.

Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, культура пайӗн начальникӗ Зульфат Сагдеев, ҫамрӑксен ӗçӗ, спорт тата туризм енӗпе пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов, çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов ӗнерхи шкул ачисене ҫак паллӑ кун ячӗпе саламларӗҫ.

— Вӑхӑт питӗ хӑвӑрт иртет. 11 ҫул каялла эсир шкул алӑкӗн урати урлӑ каҫрӑр, халӗ ӗнтӗ аслă пурнӑҫ ҫулӗ умӗнче тӑратӑр. Аттестат алӑра —вӑл сире пурнӑҫ ҫулӗ çине илсе тухакан путевка. Сăнавсем, йывăрлăхсем те пулӗç, яланах ҫӑмӑл пулмӗ. Эсир вӗсене пурне те тивӗҫлипе иртессе шансах тӑратӑп, мӗншӗн тесен сире вӗрентекенсем, аçăр-аннӗрсем тӗплӗн хатӗрлерӗç. Ӑнӑҫу пултӑр, — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Ринатович аттестат илекенсене.

Марат Гафаров медалистсене, çавӑн пекех Олимпиада призерӗсене Тав ҫырӑвӗсем тата асӑнмалӑх парнесем парса чысларӗ. Олимпиада призерӗсене укҫа сертификачӗсем те пачӗ.

Мероприятире 2024 ҫулăн «Выпускникӗ» титула та пӗлтерчӗç. Çак ята мӗнпур мероприятие те хастар хутшӑннă, волонтер, вӗренӳ отличникӗ-медалист, «Пӗрремӗшсен юхӑмӗн» ертӳҫи, Аслӑ Аксу вăтам шкулӗнчен вӗренсе тухнă Мария Храмова тивӗçлӗ пулчӗ.

Йăлана кӗнӗ тăрăх, вӗренсе тухакансен уйӗнче, ҫавӑн пекех, культура, шкул тата спорт пурнӑҫне хастар та тухӑҫлӑ хутшӑннӑшӑн наградӑсем пачӗç. 

Педагогсене те тав сӑмахӗсем нумай каларӗç, ашшӗ-амӑшӗсене те манмарӗç.

Шкул пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов ашшӗ-амӑшӗсене Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗ.

Мероприяти вăхăтӗнче уявăн геройӗсене чи ӑшӑ сӑмахсем ҫеҫ сунчӗҫ, юрӑсем парнелерӗҫ.

Чаплӑ пайран вӗренсе тухакансем валли Çамрӑксен кунӗ «Чупрэле» паркӗнче малалла тӑсӑлчӗ. Кунта районти ҫамрӑксемпе хастар ӗҫ-хӗл илсе пынă ертӳҫӗсем, хăйсем те хастар пулнă ҫамрӑксем район пуҫлӑхӗн аллинчен тӗрлӗ шайри Тав ҫырӑвӗсемпе парнесем илчӗҫ. Мероприяти эстрада артисчӗсем хутшӑннипе, уяв дискотекипе малалла пычӗ.

Алина Мухаметшина:

— 11 ҫул пӗр класра вӗреннисенчен, пире пӗлӳ панă шкултан, пире вӗрентнӗ педагогсенчен уйрӑлма питӗ йывӑр. Чун-чӗрере пӗр вӑхӑтрах тунсӑх та, савӑнӑҫ та. Пирӗн туслӑхăмăр малалла тӑсӑласса шанатӑп, эпир туслӑ çыхăнура пулăпӑр. Пурсăмăра та ăнăçусем сунатăп, ӗмӗтленнӗ ӗмӗтсем пурнӑҫланччăр! Вӗрентекенсене, атте-аннесене пуриншӗн те пысӑк тав!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев