Ырă ӗçсем малалла тăсăлаççӗ
Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче, юсав хыҫҫӑн, «Ихлас» мечӗтне чаплӑн уҫрӗç
Аслӑ Курбан-байрам уявӗ умӗн, ҫак чаплӑ пулăма хисеплесе хӑнасем, пур шайри ертӳçӗсем, спонсорсем килчӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, ялта икӗ мечӗт ӗҫлет: 1990 ҫулта туса лартнӑ Тӗп мечӗт, 2003 ҫулта туса лартнӑ «Ихлас» мечӗчӗ. Тӗп мечӗте 2021 ҫулта юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн уҫнӑ пулсан, кӑҫал вара ял ҫыннисен, уйрӑмах «Цильна» обществӑн ертӳҫин Барис Гафуровӑн тăрăшулăхӗпе тата пурлăх енчен пулăшу панипе, тӗп юсав хыҫҫӑн «Ихлас» мечетне хута ячӗç. Кунта пурнăçланнă ӗçсемпе паллашма тата тав сӑмахӗ калама килнӗ ҫынсем хушшинче Тутарстан муфтийӗ Камиль хазрат Самигуллин, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти тӗн деятелӗсем, килнӗ хӑнасем тата, паллах, вырӑнти тӗн ҫыннисем пулчӗç.
Уявра пухӑннӑ ҫынсене саламланӑ май, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи «Ихлас» мечӗтре пысӑк ӗҫ тунине аса илтерсе, ӑна ҫӗнӗ мечӗт шайне кӗртнине палӑртса иртрӗ. «Ял илемӗ — мечӗт, мечӗтӗн илемӗ — халӑх», — тенӗ ваттисем, çавăнпа та халăх мечӗтрен ан татăлтăр, тесе сунса, «Цильна» обществӑн ертӳҫине Барис Гафурова, ял ҫыннисене, ытти регионсенчи пурăнакан ентешсене тав турӗ. Халӗ ку — Барис Аппауович пулӑшнипе юсаса ҫӗнетнӗ иккӗмӗш мечӗт.
Муфтий Камиль хазрат Самигуллин, уява хутшӑнакансене ырӑ сунса, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене ҫирӗплетес ӗҫре мечетьсемпе медрессесем мӗнле вырӑн йышӑнса тӑнине палӑртрӗ.
Малалла хазрат Камиль мечӗте хӑтлӑх кӗртме пысӑк тӳпе хывнӑ спонсорсене Тав ҫырӑвӗсем пачӗ. Муфти «Цильна» обществӑн ертӳҫине Барис Гафурова, спонсора Ильнур Садриева, мечӗте хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫсен ертӳҫине инженер-строителе Ильнур Заббарова, Кӗҫӗн Чăнлăри «Ихлас» мечӗтӗн имам-хатибне Рифкат Тутарова, мечӗтӗн муэдзинне Рифкать Замалетдинова тав турӗ.
Хальхи вӑхӑтра Ҫӗпрел мухтасибатӗнче 26 мечет ӗҫлет, юлашки ҫулсенче 5 мечете юсанӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев