Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ветерансем Мучелей ялӗнче, уявра

Мероприяти нумаях пулмасть уҫӑлнӑ «Ҫамрӑклӑх паркӗнче» иртрӗ.

Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн районти пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Дилюза Азизова уява килнӗ ял ҫыннисене, ватӑсене саламларӗ, ӑшшăн кӗтсе илнӗшӗн тав турӗ. Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн экономика уйрӑмӗн ертӳҫи Ильмир Измайлов хăйӗн ялӗн ҫыннисене, кăмăллă уяв сунчӗ. 

Мероприятие Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурӑнакан Фарида Заббарова илсе пычӗ. Уява аслă çулсенчисем наци костюмӗсемпе килнӗччӗ. 

Уява Кивӗ Шемӗршел ялӗн талантлӑ ывӑлӗ, культура ӗçӗ-хӗлӗнче палăрнă юрӑҫ — Тальгат Зяббаров пуҫласа ячӗ. Мучелей ялӗн ҫыннисем ăна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗç, сцена ҫинчен ярасшăн та пулмарӗç.

Сценарие ҫамрӑксемшӗн те, вӑтам ӑрушӑн та, аслӑ ӑрушӑн та интересленмелле тунӑччӗ. Кашни номер, кашни выступлени хӑйне евӗрлӗччӗ. Куракансем юрӑҫсемпе пӗрле юрларӗç, кулчӗç, алӑ ҫупрӗç.

Мучелейсем хӑйсем те сцена ҫине улӑхрӗç, юрларӗç-ташларӗç.

Мероприятире Дилюза Азизова асаннесемпе асаттесем ӗлӗкрех алӑпа хуратул кӗрпине мӗнле ӗçе кӗртнине кӑтартса пачӗ. Ҫын организмӗшӗн хуратул усси ҫинчен каласа панӑ май, вӑл аслă çулсенчисене ҫав культура ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ икерчӗ сӗнчӗ.

Ҫак чаплӑ мероприяти сӗтел хушшинче, вӗри чей тата пылак апат-ҫимӗҫ тутанса пăхнипе малалла тӑсӑлчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев