Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Упи Паттăрăн несӗлӗсем» кӗнекен черетлӗ томӗ

Çӗнӗ кӗнеке

2023 ҫулхи май уйӑхӗн вӗҫӗнче «Упи Паттăрăн несӗлӗсем» («Потомки Уби Баттыра») серинчи черетлӗ кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке авторӗ Шалти ӗçсен министерствин ветеранӗ – Владимир Ярухин. Ку кӗнекене Пӗрремӗш тӗнче тата Граждан вӑрҫисен темине халалланӑ. Кӗнекене Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пӑва уезӗн Упи вулӑсӗнчи (халӗ ТР Ҫӗпрел районӗнчи Упи ял тăрăхӗ) Пӗрремӗш тӗнче тата Граждан вӑрҫинче хутшӑннисем çинчен сведенисем кӗнӗ.

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи иртнӗ XX ӗмӗрӗн тӗп пулăмӗ пулса тӑчӗ. Вӑл тӗнчери цивилизацие малашлăха аталантармалли ҫулсене, ҫав шутра пирӗн ҫӗршывӑн пурнăçне паянхи кунӗчченех, палӑртрӗ.  Кӗнекере Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин мӗнпур чи эпикӑллӑ, масштаблӑ тата хӑрушӑ ҫапӑҫӑвӗсене çутатнă.

Хальхи вӑхӑтра ҫак кӗнекере кӑтартнӑ вӑрҫӑсене хутшӑнакансем ҫинчен калакан информацие тупма питӗ йывӑр.  Анчах АТССР Пӑва кантонӗн Упи вулӑсӗнчи 1924 ҫулхи халӑх çыравӗ кăтартнă тăрăх, ăна ял хуҫалӑх ҫыравӗ тесе ят панӑ, В.Ярухина ҫак кӗнеке валли сведенисем пухма хатӗрленнӗ çӗрте питӗ пулӑшнӑ, мӗн чухлӗ-тӗр информаци илме пултарнӑ. Ҫыравра ҫынсем Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче е граждан вӑрҫинче хутшăннипе хутшăнманнине кăтартнă. Ҫырав даннӑйӗсем Тутарстан Республикин Наци архивӗн фондӗнче упранаҫҫӗ.

Автор валли информаци пухма «Первая мировая война: Поиск документов по героям» сайт та  пысӑк пулӑшу панă.

Реклама

Сайт пулӑшнипе аманнисем, тыткӑнра пулни ҫинчен, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннисем вилни, ҫавӑн пекех çар наградисемпе наградӑлани ҫинчен нумай информаци илнӗ. Вӑл вӑхӑтра та, Граждан вӑрҫи хыҫҫӑн та ҫынсем час-часах хушаматсене улӑштарнӑран йывӑрлӑхсем сиксе тухнă.  Автор ҫак вӑрҫӑсенче хутшӑннӑ аслашшӗ-кукашшӗсен сен сӑн ӳкерчӗкӗсене упраса хӑварнӑ Упи ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансене пурне те тав тӑвать.

Ҫак кӗнеке хальхи юлашки пулăмсен вăхăтӗнче питӗ актуаллă, çав вăрçăсенче пулнисен несӗлӗсем тӑшмана аркатнă, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ вăхăтра питӗ кирлӗ.

Ку информаци историпе тата тавра пӗлӳпе интересленекенсемшӗн питӗ усӑллӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев