Тивӗҫлӗ канӑва шыв сапса ăсатрӗç
Чрезвычайлă лара-тăру министерствинче тивӗҫлӗ канӑва каякансен служба ҫулӗсенче пухӑннӑ хӑрӑма шывпа ҫӑваҫҫӗ.
Тивӗçлӗ канăва тухакан — пенсие каякан пенсионера шывпа сапса ăсатас церемоние пирӗн районти пушарпа çăлав чаҫӗнче иккӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Мероприяти ПЧ-114 ҫар участокӗн зданийӗ умӗнче иртрӗ. Гаражран пушар сӳнтерекен машинăсем тухрӗҫ, машинӑсем çумӗнче ӗҫтешсем икӗ енчен рете тăрса тухрӗç, пенсие каякан Вазих Алимбикова, сиренӑсем кӑшкӑртнӑ май, пушар шлангӗнчен шывпа шăварчӗç. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Вазих Ибрагимович Алимбиков 2015 ҫулхи февраль уйӑхӗнчен пуҫласа районти пушарпа ҫӑлав чаçӗнче пушар автомобильне çӳретме пуҫлать. Вӑл Тутар Шатăршан ялӗн çынни. 1980 ҫулта Теччӗ хулинчи ДОСААФ водителӗсен курсӗнче вӗренет, «С» категориллӗ удостоверени илет. Ҫар тивӗçне Польшӑра пурнăçлать, Морзе азбукин телеграфисчӗ пулса службине ирттерет. Ҫар служби хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑнать, тӗрлӗ ҫулсенче колхозра, Мускавра вахта меслечӗпе ӗҫлет, 2015 ҫултан пуҫласа 2024 ҫулхи сентябрь уйӑхӗччен пушарпа çăлав чаҫӗнче вăй хурать.
Мӑшӑрӗпе икӗ хӗр пӑхса ӳстереççӗ. Мăшăрӗ Сарвария шкул-ача садӗнче повар пулса ӗҫлет. Алимбиковсен 4 мӑнук пур. Вазих Ибрагимовичăн пӗтӗмӗшле ӗç стажӗ — 42 ҫул.
— Служба ҫулӗсенче Вазих Ибрагимович хӑйне кирек мӗнле задачӑна та пурнӑҫлама хатӗр, пӗлӳллӗ, дисциплинӑллӑ ҫын пулнă май кăтартрӗ. Вӑл кӗске вӑхӑтрах мӗнпур пушар техникине, пушар сӳнтерекен-техника хатӗрӗсене, документацине вӗренсе ҫитрӗ. Ӑна çирӗп сывлӑх тата вӑрӑм кун-çул сунатпӑр, — тесе палӑртрӗ пушарпа ҫӑлав пайӗн начальникӗ Александр Мердеев.
«Эсӗ камăн-тăр пурнӑҫне ҫӑлса хӑвартӑн пулсан, апла эсӗ ахалех пурӑнман», — теҫҫӗ. Ку сӑмахсем, паллах, 114 номерлӗ пушарпа ҫӑлав пайӗн ӗçченне Вазих Алимбикова та пырса тивеҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев