Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

«Шурӑ халатлă пирӗштисем» професси уявӗнче

Ырă чӗрӗллисем


«Пирӗштисем» сӑмаха илтсен, куҫ умне шурӑ халат тӑхӑннӑ врачсем, медицина сестрисем, медицина системинче ӗçлекенсем тухса тӑраҫҫӗ. Чӑннипе те, кунӗн-ҫӗрӗн этем пурнӑҫӗн хуралӗнче тӑракан çак професси ҫыннисем ҫинчен урăхла калаймăн та. 

Июнӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче медицина ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Уява официаллӑ майпа 1980 ҫултан пуçласа палăртма пуçланă. Кӑҫал та ҫак паллӑ кун ячӗпе шурӑ халатлисене районти Культура çуртне, уяв мероприятине чӗнчӗҫ. Кунта вӗсене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ертӳçӗсем саламларӗç.

— Врач профессийӗ пӗтӗмпех халӑхшăн тăрăшасси, сывлăхӗшӗн кӗрешесси. Вӑл Гиппократа тупа туни тата тарӑн пӗлӳ ҫеҫ мар, сирӗнтен пысӑк тӳсӗмлӗх, ҫирӗплӗх, кăмăлăрсемпе ырă пулмаллине те ыйтать. Эсир кулленхи ӗҫӗрпе, пире панӑ чи хаклине — сывлӑхпа пурнăçăмăра сыхлатăр. Професси ăсталăхӗ тата яваплӑх кӑтартса, йывӑр вӑхӑтра ҫынна пулӑшма васкатӑр. Суйласа илнӗ профессийӗре парӑннӑшӑн тавтапуç. Сире ҫирӗп сывлӑх, килӗрсенче ырлӑх, телей, ăнăçусем сунатӑп, — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Мероприятире ӗçӗсенче палăрнă врачсемпе медицина сестрисене Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвӗсемпе чысларӗç, медицина ӗçӗн ветеранӗсене тав турӗç, чечексем пачӗҫ.
Мероприяти районти Культура çурчӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ уяв концерчӗпе çыхăнса пычӗ.

Пысăк професси ӑсталӑхӗ тата ырӑ кӑмӑллӑх, хӗрхенӳллӗх пахалăхӗсем терапевт уйрӑмӗнче ӗҫлекен медицине сестрине Эльмира Шарафутдинована тӳрӗ килсе тăнине Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан ветеран-педагог Роза Юсупова та пӗлтерчӗ:

— Эльмира Шарафутдинова районти тӗп больницӑра 30 ҫул ытла вӑй хурать. Вӑл Çӗнӗ Ишлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ. 1987 çулта Пăвари медицина училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, направленипе Бавлы районӗнче ӗçлеме пуçлать. Унтан Çӗпрелне, Мучелей ялне таврăнать. Районти тӗп больницăра 1998 çултанпа вăй хурать. Ҫак ҫулсенче Эльмира Шарафутдинова хӑйне пӗлӳллӗ, дисциплинӑллӑ, пуҫаруллӑ медицина ӗҫченӗ пек кăтартрӗ. Хӑйӗн тивӗҫӗсене яваплӑ пурнӑҫлать. Ҫак сӑмахсене эпӗ хам ăна ҫывӑх пӗлнинчен, нумай хут больницăра сипленнинчен тухса калатӑп. Уколсене питӗ ăста тăвать, системӑсене пӗлсе лартать. Чирлӗ ҫынпа сӑпайлӑ, чӑтӑмлӑ, тимлӗ. Эльмира кашни кун 30 яхăн чирлӗ çынпа ӗçлет. Кашнинчен юн илме, уколсем тума, система лартма тӳрӗ килет ăна. Çемйинче те юратнă анне, кукамай вăл. Икӗ ачи те çемьеллӗ, унăн мăнукӗсем пур. 

Паллах, районти тӗп больницӑра халӑхăн сывлӑхӗшӗн тăрăшса ӗçлекен çакăн пек ӗçченсем татах та пур тата нумай.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев