Ӑсталӑхӗсене сăнаса пăхрӗç
ГИБДД
Районта «Автоледи — 2024» ятлă водитель конкурсӗ иртрӗ. Ятӗнченех курăнать, конкурса хӗрарӑмсем валли йӗркеленӗччӗ.
Районти смотр-конкурса ҫулсеренех Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗ «Çул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» профилактика пайӗн Пӑвари уйрӑмӗпе тата «Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗпе» пӗрле ирттерет.
Водитель ӑсталӑхне Вероника Айсина, Ольга Майорова, Светлана Михайлова, Ольга Васильева, Ольга Симуллина, Альбина Зяббарова, Альбина Яфизова, Елена Романова, Ольга Портнова тата Александра Яковлева кӑтартрӗҫ. Ҫамрăк автоледисем çăмăл машинăсем фонӗнче тата илемлӗрех курӑнчӗç пек. Вӗсене çӗнтерес ӗмӗт тата руль тытса пыракан хӗрарӑм тӳрӗ те тӗслӗхлӗ водитель пулнине кӑтартакан пӗрлехи пахалӑхсем пӗрлештерчӗç.
Малтан хӗрсем компьютерсенче ҫул-йӗр правилисене мӗн таран лайăх пӗлнине тӗрӗслерӗç. Иккӗмӗш тапхӑрта автомобильсемпе автодромра фигурӑллă çӳрес, бокса кӗрес, параллельлӗ парковка енӗпе тата ытти хăнăхусен комплексне пурнӑҫларӗҫ.
Конкурса хутшӑнакансене парнеленӗ чухне Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ Артем Абрамов тата «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăхăн бюджет учрежденийӗн Хусан хулинчи территорири управленийӗн профилактика пайӗн Пăвари уйрăмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова та пурччӗ.
Икӗ тапхӑрăн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 1-мӗш вырăна Ольга Симуллина çӗнсе илчӗ. Ӑна Ҫӗпрел районӗн «Автоледи — 2024» титулне пачӗç, 2-мӗш вырӑна Вероника Айсина, 3-мӗшне Лейсан Яфизова йышăнчӗç, 4-мӗшпе-5-мӗш вырăнсене Ольга Васильевапа Ольга Портнова тивӗçлӗ пулчӗç.
1, 2, 3 вырӑнсене çӗнсе илнисене хаклӑ парнесемпе призсем, Хисеп грамотисем, медальсемпе кубоксем, 4, 5 вырӑнсене тивӗçлӗ пулнисене парнесемпе грамотăсем парса чысларӗç. Парнесене «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалӑх бюджет учрежденийӗ хатӗрленӗччӗ.
Районти тапхӑрăн ҫӗнтерӳҫи Ольга Симуллина август уйăхӗн пуҫламӑшӗнче Хусан хулинче ирттерекен республика тапхӑрӗнче район чысне хӳтӗлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев