Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

СИМ — транспорт хатӗрӗ

Çул-йӗр юхăмӗн правилисенче уйрӑм ӑнлану — индивидуаллă мобиль хатӗрӗ (СИМ) килсе кӗчӗ.

— Енчен унчченрех электросамоката, самоката, моноколесасене, гироскутерсене, сигвейсене мӗнле категорие кӗртмеллине ӑнланман пулсан, халӗ правилӑсен пухăвӗнче вӗсене уҫӑмлӑн палӑртнă тата хӑйӗн вырӑнӗ пур. Халӗ вӗсем пурте транспорт хатӗрӗсем пулса шутланаҫҫӗ.

Палăртусемпе пӗрле СИМпа ҫӳрекенсен прависемпе тивӗҫӗсене палӑртса хучӗç. Çавӑн пек хатӗрсен юхăмри хӑвӑртлӑхӗ — сехетре 25 километра тӳрӗ килет. Ҫуран ҫынсемпе пӗрле ҫӳренӗ чухне масса 35 килограмран ытла пулмалла мар, çав вăхăтрах СИМăн хăвăртлăхӗ ҫуран çынсен юхӑмӗн хӑвӑртлӑхӗнчен иртмелле мар, — тет Çӗпрел районӗнчи Шалти ӗçсен министерствин ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.

Анатолий Николаевич палăртса иртнӗ тăрăх, талӑкăн тӗттӗм вăхăтӗнче СИМпа çӳренӗ чухне хунарсене е фарӑсене ҫутмалла. Правилӑсем СИМпа автомагистральсем тӑрӑх ҫӳреме чараҫҫӗ.

СИМпа ҫӳрекенсенсем ҫуран ҫынсем валли регулировщик сигналӗсемпе усӑ курмалла. СИМпа çул пайӗпе пынӑ чухне, ирӗк панӑ тӗслӗхрен, машинăсем çӳрекен сылтӑм енӗпе тата пӗр ретпе ҫеҫ пыма пулать. СИМпа пынă чухне сулахай енчен транспорт хатӗрӗнчен иртсе кайма пачах чараҫҫӗ.

СИМпа ҫӳреме ирӗк панӑ зонӑсен списокӗ вӗсен ҫулне кура палӑртăнать.

Енчен та ача 7 ҫултан кӗҫӗнрех пулсан СИМпа ҫӳресшӗн пулсан, вӑл аслисемпе пӗрле кăна тротуарсем, ҫуран çулсен тата велосипед ҫулӗсем çинче, ҫавӑн пекех ҫуран ҫӳрекенсен зонисен чиккисенче ҫеҫ ҫӳреме пултарать.
Енчен ача 7 пуҫласа 14 ҫула ҫитиччен пулсан, СИМпа çӳремелли зонӑсен списокӗ те уншӑн ҫавах юлать, анчах унпа юнашар аслисем пулмасан та юрать.

Енчен те СИМпа çӳрекен ача 14 ҫултан аслӑрах пулсан вара, вӑл велосипед ҫулӗсемпе те ҫӳреме пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев