Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Район делегацийӗ ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче службăра тăракансем патӗнче пулчӗ

Эпир пурте пӗр ӗмӗтпе

Иртнӗ эрнере                                   районтан ҫар ҫыннисем валли гуманитари пулӑшӑвӗ ячӗҫ. Гуманитари пулăшăвне район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Рустам Мухаметзянов ертсе пынипе ăсатма кайрӗç.

Гуманитари грузне пухас ӗç икӗ эрне пычӗ. Ҫак вӑхӑтра Çӗпрел çыннисем, район тулашӗнче пурӑнакан ентешсем, организацисен представителӗсем, хуҫалӑхсен ертӳҫисем, уйрӑм предпринимательсем 4 миллион та 200 пин тенкӗлӗх 10 тонна яхӑн тавар пуҫтарчӗç. Вӗсем хушшинче çар çыннисене питӗ те кирлӗ оборудованисем: генераторсем, гигиена япалисем, эмелсем, строительство материалӗсем, автомобильсем валли запас пайсем, буржуй кӑмакисем, уйрăм посылкăсем тата ытти те пурччӗ. Çак эрнере хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Равиль Бикчуров та икӗ «КамАз» автомашина ҫине 20 тонна кирлӗ пулнă япаласем тиесе,  каччăсем патне тухса кайрӗ.

Ҫӗпрел районӗн халăхӗ пӗрлӗхлӗ пулнине, гуманитари пулӑшӑвӗ пухас ӗçре хастарлăх кăтартнине район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров черетлӗ канашлура палӑртрӗ.

– Районта пурӑнакансене, предпринимательсене, спонсорсене, обществăлла организацисене гуманитари пулӑшӑвӗ пухнӑ ҫӗрте пулӑшакансене пурне те тав тӑвас тетӗп. Пӗрле пӗрлӗхре ҫеҫ ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулать, – терӗ вӑл.

Район пуҫлӑхӗ гуманитари пулӑшӑвне ăсатма кайнă, ăна пухас ӗçре хăйсенчен пысăк пай кӗртнӗ волонтерсен ячӗсене асӑнчӗ. Вӗсем: Ильмир Махмутова, Ринат Санатуллов, Альберт Сулейманов, водительсем: Александр Павлов, Андрей Портнов, Ильдар Шайхаттаров, Нияз Исметов, Владислав Марков, Сергей Терентьева, Ильфат Хисамов.

Ҫар ҫыннисем те район çыннисене видео парса янă. Унта ҫакӑн пек сӑмахсем пур: «Эпир – Тӑван çӗршывăн ачисем. Кирек мӗнле лару-тӑрура пулсан та, пирӗн хамӑрӑн Тӑван ҫӗршыва сыхламалла, юратмалла. Эпир сыхламасан, эпир юратмасан, Тӑван çӗршывăмăра кам юратӗ, кам хӳтӗлӗ?! Эпир кунта сирӗн канлӗхӗре упратпӑр, эсир – пирӗн шанчӑклӑ тылăмăр. Тавтапуҫ сире пулӑшнӑшӑн!».

Малалла тăсса

Раҫҫейре Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсене контрактпа ҫар службине каясси малалла тӑсӑлать. Договор тунӑ кашни ҫын пӗр вӑхӑтлăх 1 000 000 тенкӗ тӳлев илме пултарать. Тӗплӗнрех 117-мӗш, 8 (800) 222-59-00, 8 (843-75) 2-31-50 телефон номерӗсемпе шăнкăравласа пӗлме пулать. Ссылкăпа heroes-tatarstan.ru сайта кӗрсе, анкета тултарма та май пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев