Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Пурнăçăм шавласа иртрӗ»

Анат Хураката ялӗнче пурӑнакан Рушания Ханзярова 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ

Рушания Хайрутдиновна Тутар Саплăк ялӗнче çуралнă. 
Хӗрача ҫичӗ ҫул тултарнă вăхăтра, унӑн икӗ пиччӗшӗ вӑрҫа тухса каяççӗ, пӗри таврӑнаймасть, йывăр çапăçусенче пуçне хурать. 

— Эпир вӗлтӗрен ҫисе ӳснӗ, — тет Рушания аппа. — Аттепе анне питӗ ӗҫчен ҫынсемччӗ. Пире те ӗҫчен пулма вӗрентнӗшӗн, йывӑрлӑхсенчен хӑраманшӑн, вӑрҫӑ ҫулӗсенче пирӗн пурнӑҫа ҫӑлса хӑварма пултарнӑшӑн эпӗ вӗсене чунтанах тав тӑватӑп, — тет аслă çулсенчи аппа.

Вăл Анат Хураката ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Имаметдин Зартдиновичпа çемье çавăрать. Мăшăрӗпе пӗрле пилӗк ача ҫитӗнтереҫҫӗ, пурне те пурнӑҫра хӑйсен ҫулне тупма пулӑшаҫҫӗ. Иккӗшӗ те «Юлдуз» колхозра ӗҫлеççӗ. (Имаметдин Зартдинович 29 ҫул каялла вилнӗ).
Хальхи вӑхӑтра Рушания аппа хӑйӗн килӗнче Джафар ывӑлӗн тимлӗхӗнче пурӑнать. Хӗрӗ Сания Пушкӑртстанра, Данияпа Иршат Ульяновск хулинче, Зуфар тӑван ялӗнче — Анат Хуракатара пурӑнаççӗ. 
Вуннăмӗш теçеткене ваклама пуçланă Рушания аппа пахчара киленсех ӗҫлесе çӳрет, хуҫалӑха хӑй тытса пырать.

Юбилей кунӗнче Рушания аппа мӗнпур тӑванӗсене, ял ҫыннисене, тусӗсене, ачисемпе мӑнукӗсене уява чӗннӗччӗ.

Ӑслӑ та ӗҫчен хӗрарӑм пурнӑҫ ӗпе кăмăллă, ҫуралнӑ куна тав туса йышӑнать.

— 90 ҫула ҫитиччен пурӑнатӑп тесе шутламанччӗ те. Хамăн тавра ҫакӑн пек лайӑх ҫынсем пулнӑшӑн чунтан савӑнатӑп, пысӑк тав сире, — терӗ вăл хăйне юбилейпе саламлама килнӗ Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫине Рустам Мухаметзянова, Марс ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Рафик Замалетдинова ăсатса янă чухне.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев