Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Поэзи: Чакак

(Юптару)

Ял варринчи лаштра Тирек çине
Вӗçсе пырса ларать ула Чакак:
— Чак-чак, чак-чак! Чак-чак, чак-чак!
Вăл чаклатать çине-çине.
Эй, итлӗр-ха! Эй, этемсем, ял-йыш!
(Сăмах-юмах сармашкăн Чакака çеç хуш)
Мӗнле кăна çын çук-ши сирӗн хушăрта.
Паян тăн кӗртӗп эп сире пăртак.
Çак кӳршӗсен сысни пит сӗмсӗр, кӗнӗ вăл ют пахчана,
Тăрмаласа-чавса пӗтернӗ урлă-пирлӗ йăлт ăна.
Пӗр ӳсӗр хӗрлӗ Вăкăр ав çӳрет урампала,
Кашни куракана мăйракипе тӗкет вăл, хăвалать,
Пăру, эрех пички, тăраниччен кӳпсе тултарнă та
Пӗр тайăлчăк Хӳме çумне йăваннă — канлӗн тăсăлса
выртать...
Çак вăхăтра Тирек çумне ӗне хуллен пырса тăрать:
— Чакак, шăв-шав ма кăларан, мӗн хытă чаклатан?
Е арпаштарчӗ-и сана усал-шуйттан?
Сан ял-йыша тумашкăн суд
Тăхтамалла, чар çăварна. Кирлех-ши çуйхашу?
Ав упăшку иленнӗ Шăнкăрч йăвине,
Чӗппӳ, асли, пит юратать сан «йӳççине».
Ӗнер чӗппӳ, тепри, вăрланă çăмарта,
Паян çерçи ирех пит хурлăхлăн йӗрсе ларать варта.
Эс хăв та сăтăрçă, эс кураймастăн çынсене, усал,
Пӗр вӗçӗмсӗр пурнатăн вӗсене пакăçласа.

* * *

Пит юрататпăр çын çинчен çăвар карма!
Ан пул çак Чакак пек эс хăнкăрма.

Николай Ларионов-Йӗлмел.
1.04.2025.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев