Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Никам та, нимӗн те манăçман...

Ҫӗпрел районӗнче Афган вӑрҫинче пуç хунă салтаксен ҫурчӗсем ҫине асӑну хӑмисем вырнаҫтарчӗç.

Акцие Тутарстан Республикинчи ҫар юхăмӗсен ветеранӗсен, запасри çар тата ытти тӗрлӗ чаçсен ҫар ҫыннисен «Щит Отечества» регионти обществăлла организацийӗн, Афган тата Чечен вӑрҫисен, чикӗри çарсен ветеранӗсен вăйӗсемпе йӗркелерӗç.

Асӑну хӑмисене вырнаçтарасси Афган вӑрҫинче вилнӗ ентешсенчен пуҫланчӗ.

«Ку ҫуртра Афган вӑрҫин ветеранӗ пурӑннӑ...» тесе çырнă асăну хăмисене Геннадий Чамин (1964-1984), Максуд Гафуров (1962-1982), Рифкать Ихсанов (1964-1984), Румиль Замалетдинов (1969-1988), Ильдус Хайбуллов (1969-1988), Нагим Шайдуллов (1966-1985) тата Наиль Нуртдинов (1965-1985) çуралса ӳснӗ çуртсен стенисем çине çирӗплетрӗç.

Николай Пришельцев (1965-1984) тата Ильмас Нуртдинов (1968-2000) ӳссе ҫитӗннӗ ҫуртсем ҫине те  ҫакнашкал асӑну хӑмисене вырнаҫтарӗç.

Ҫак каччăсем ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑррӑн пуç хунă, вӗсем 19-20 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Ӗмӗрех мухтав сана, салтак!

– Ҫапла, паттăрсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав. Ҫитӗнекен çамрăк ӑру хамăрăн паттӑр ентешӗмӗрсене пӗлтӗр, ан мантăр тесе, вӗсем çуралса ӳснӗ ҫуртсем çинче çакăн пек хăмасем вырнаçтарни питӗ кирлӗччӗ. Шкулсенче те вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен час-часах калаçусем, ятарлă сехетсем ирттермелле, музейсенче паттӑр ентешсем ҫинчен калакан кӗтессем тата та ытларах туллиленччӗр, ку пирӗн истори, – тет чикӗри ҫарсен ветеранӗ Альберт Сулейманов.

Ҫар юхăмӗн ветеранӗсен общество совечӗн ертӳçи, афганец Виктор Петухов:

– Ку акци вӗçленмен. Пуç хунă афганец салтаксемсӗр пуҫне, эпир Чечняри, Украинӑри çар юхăмӗсенче вилнӗ хамӑр ентешсене асра ӗмӗрлӗхе хӑварас енӗпе ӗçе малалла илсе пырăпăр.  Акцие хутшӑнас, пурлăх пулӑшăвӗ парас текен ентешсем пур пулсан, эпир питӗ хавас.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев