Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кӗрлесе иртнӗ пурнăç çулӗсем

Ӗç ветеранӗ

Чӑваш Ишлӗ ялӗнче хисеплӗ ватӑсенчен пӗри Валентина Ананьевна Шумилова хӑйӗн сумлă юбилейне — 90 ҫул тултарнине — палӑртрӗ.

Ялăн аслă çулсенчи çыннин пурнӑҫӗ ҫак ялпа тата унӑн ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ. Паянхи кун ҫинчен калаçнă чухне вӑл: «Манпа пӗр ҫулти ҫынсем ҫукпа пӗрех», — тесе те пăшăрханчӗ. — Турӑ мана вӑрӑм пурнӑҫ пачӗ, ахӑртнех, эпӗ унăн юратнӑ чури пулнӑ пулмалла. 

Валентина Ананьевнапа унӑн тантӑшӗсене ҫӑмӑл пулман пурнăçра. Вӑрҫӑ ҫулӗсене тӳрӗ килнӗ ачалăх, выҫăллă-тутăллă иртнӗ кунсем, çӗрсем, чи хурлӑхли — тӑлӑхлӑх...

Ашшӗне вӑрҫа илсе кайсан, унтан таврăнма пӳрмен ăна. Пилӗк ачине амӑшӗ пӗчченех ура çине тăратать. Вӗренме те, аслӑ пӗлӳ илме те çырман Валентина аппана, сысна ферминче ӗҫлеме пуçлать. Ӗçне юратса пурнăçлать, ӑна Хисеп хучӗсемпе те чыслаççӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра вăй хурать, ӗҫ ветеранӗ ятне тивӗҫет. 

1961 ҫулта Илья Петровичпа мăшăрланса, вӗсем 8 ачана пурнăç парнелеççӗ. Ачисене тивӗҫлӗ ҫынсем пулма вӗрентсе ӳстереҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫ ҫулне тупма пулӑшаҫҫӗ. Ачисем пурте çемьеллӗ, тӗрлӗ çӗрте пурăнаççӗ. Валентина аппана паянхи кун 9 мăнукӗ, 8 кӗçӗн мăнукӗ савăнтарса пурăнаççӗ.

Ялти аслă çулсенчи çыннăн юратнă ӗçӗсем те нумай. Чи юратни — тӗрӗ тӗрлесси. Унӑн пӳртӗнче кашни кӗтесрех, ҫамрӑклӑхӑн еткерӗсем пулса, тӗрленӗ алшӑллисем тата виткӗчсем вырăн илнӗ. Хӑй ҫӗлесе, тӗрлесе тăхăннă кӗпи халӗ те пулсан илемне ҫухатман. Ҫак пултарулӑх хӗрӗсене те куҫнӑ. Хӗрсенчен пӗри картинӑсем питӗ лайӑх ӳкерет.

Валентина Ананьевнан хуйхи те пурнăçра пайтах пулнă, икӗ хӗрӗ унăн çамрăклах пурнăçран уйрăлса каяççӗ, мӑшӑрӗ те вилнӗ.

90 ҫулхи юбилей кунӗнче вара унӑн ҫурчӗ кӗрлесе тăчӗ. Хаклӑ ҫыннине çуралнă кунӗпе саламлама пурте таврăннăччӗ. Саламлама район администрацийӗнчен те килнӗччӗ. Район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Шумилов юбиляршăна чыслă ӗҫӗсемшӗн тав туса, район пуçлăхӗн саламлă çырăвне, чечек çыххи, парнесем пачӗç.

— Аннемӗр пирӗншӗн ҫак ҫӗр ҫинчи хӗвел пек, ӑшă, ҫутă паракан, вӑл пирӗн пурнӑҫ илемӗ. Эпир анне çумӗнче чи телейлӗ ҫынсем. Нумай-нумай çул пурӑнма сунатпӑр ăна, — тет хӗрӗ Раиса.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев