Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫемьепе спорт уявӗ

Сывă пурнăç

«Алтын» спорт комплексӗнче ҫемьесем хушшинче спорт уявӗ иртрӗ. 

Ҫемье фестивалӗн муниципаллă турӗнче 12 ҫемье хутшӑнчӗ. Ашшӗ-амӑшне, ачисене пухнӑ конкурс питӗ кăмăллӑ тата интереслӗ иртрӗ. 

Фестивале хутшӑнакансене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов тата çамрăксен «Малтисен юхăмӗн» Пӗтӗм Раҫҫейри обществӑпа патшалӑх юхӑмӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Раниля Алиуллова саламларӗ.

— Канмалли кунсене активлӑ майпа ирттерме питӗ кӑмӑллӑ. Паянхи уяв вара пирӗн канмалли кунсене тата усӑллӑ та тӑвать, — тесе ҫемьесене ҫитӗнӳсем сунчӗҫ вӗсем.

Спорт уявӗ «Атте кунӗн» шайӗнче иртни мероприятие тата та ытларах хавхалану пачӗ. Ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле ачасем ҫичӗ тӗрлӗ сăнав витӗр тухрӗҫ, ӑнӑҫусем турӗç. Кашни команда ҫӗнтерӳ патне талпăнчӗ, ҫемье членӗсем пӗр-пӗрне пулӑшса тăчӗç. Ҫав кун, ӑмӑртусем пынă хушăра, ГТО нормине те пама май пулчӗ.

Ҫемье фестивалне чи хастар хутшӑнакансем Афанасьевсен, Якуповсен, Гайфуллинсен ҫемйисем пулчӗҫ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе шӑпах вӗсем пӗрремӗш виҫӗ вырӑна пайларӗç, Якуповсем вара ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗç.

— Юрать-ха, эпир ывӑла итлерӗмӗр. Кунта ҫав тери савӑнӑҫлӑ. Эпир пӗрлӗхлӗ, туслӑ ҫемьесене курса савăнатпăр. Чӑнах та, ҫакӑн пек уявсем ашшӗ-амӑшӗпе ачисене пӗрлештереҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва ҫемье хаклӑхне вӗрентеҫҫӗ, — тет уявра хутшăнакан Альберт Мухарямов. 

Конкурса хутшӑннӑ кашни ҫемьене грамотӑсем, сертификатсем, «Малтисен юхăмӗнчен» парнесем пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев