Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Çуран çын» операци пырать

ГИБДД

Мероприяти июнӗн 19-мӗшӗнче пуҫланчӗ, вăл 2023 ҫулхи июнӗн 28-мӗшӗччен тӑсӑлать.
Тутарстанра, ҫав шутра пирӗн районта та, ҫуран ҫынсем хутшӑннипе ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикăлас тӗллевпе «Ҫуран ҫын» оперативлӑ профилактика мероприятийӗ иртет.
Ҫавна май районта тӗрлӗ профилактика мероприятийӗсем ирттерӗç, ҫутта тавăракан элементсем тумсем çинче пулни ҫине тимлӗх уйӑрӗҫ.

— Операци ирттернӗ тапхӑрта ҫуран ҫӳрекенсен çур урлă каçмалли правилисене пӑсакан водительсене пысӑк тимлӗх уйӑрӑпӑр. Кунсӑр пуҫне эпир ҫул-йӗр правилисене пӑсакан ҫуран ҫынсемпе профилактика калаҫӑвӗсем ирттерӗпӗр, ҫавӑн пекех ҫутта тавăракан элементсем пулнипе пулманнине тимлӗхе илӗпӗр, — тет Çӗпрел районӗнчи Шалти ӗçсен министерствин ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов. 

Справка

Реклама

Тутарстанра кӑҫалхи 5 уйӑхра ҫуран ҫынсем хутшӑннипе çул-йӗр-транспорт аварийӗсенче 19 ҫын вилнӗ, ҫакӑ çул-йӗр-транспорт инкекӗсенче вилнисен пӗтӗмӗшле шучӗн 22,3 процентне тӳрӗ килет. Ҫуран ҫынсем ҫине пырса кӗнисен кăтартăвӗн тӗслӗхӗ ытларах талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтне, ытларах ҫуран ҫынсем тумтирӗсем çинче çутта тавăракан е çутатакан япаласемсӗр пулнисене тӳрӗ килет. Ҫуран çын каçакан вырăнсенче 141 çул-йӗр-транспорт инкекӗ пулса иртнӗ, унта 2 ҫын вилнӗ тата 145 ҫын аманнӑ.
Ҫавӑн пекех кӑҫалхи тапхӑрта индивидуаллӑ мобиль хатӗрӗсемпе усӑ куракан ҫынсен хутшӑнӑвӗпе çул-йӗр-транспорт инкекӗсем 2,5 хут ытларах тата велосипедистсем хутшӑннипе 2,3 хут нумайрах пулнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев