Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çав ҫӑкӑрăн тути...

Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче пурӑнакан, ҫак кунсенче хӑйӗн 90 ҫулти юбилейне палăртса ирттерекен Назия Хабибулловна Хусаинован 12 мӑнук тата 8 кӗçӗн мӑнук пур.

Назия Хабибулловнан пӗтӗм пурнӑҫӗ Кӗçӗн Чăнлă ялӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл 4 класс ҫеҫ пӗтернӗ, урӑх вӗренме май пулман. Ашшӗ фронта кайнă, вӑл унтан таврăнаймасть. Ӑна Белоруссире пытарнӑ. Назия аппа мӗн ачаранпах уй-хирте ӗҫлет, ҫитӗннисене пучах пуҫтарма пулӑшать. Вӑл хӑйне хушнӑ ӗҫсене пурне те чыслӑн туса пынӑ. 

Иршат Хасановичпа çемье çавăрса, килӗштерсе вӗсем 65 ҫул пурӑннӑ. Пиллӗкӗшне те аслӑ пӗлӳ илме тата пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшнă. 
Назия аппа ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра тӗрлӗ ӗҫре ӗçленӗ, колхозăн анлă уй-хирӗнче гектарӗ-гектарӗпе чӗкӗнтӗр çитӗнтернӗ.

Назия аппан икӗ ывăлӗ çут тӗнчерен уйрăлса кайнă: пӗри — 37 ҫулта, тепри — 46ра. Питӗ хуйхăртса калаçрӗ вӗсем çинчен. 2022 ҫулта унӑн мӑшӑрӗ те вилнӗ. Хальхи вӑхӑтра унӑн виҫӗ хӗрӗ тӗрлӗ хуласенче пурӑнаҫҫӗ. 

Назия аппа пӗчченех пурăнать. Ӑна социаллӑ ӗçчен Альбина пӑхать. Ачисемпе мӑнукӗсем, паллах, час-часах таврӑнаҫҫӗ. Хӗрӗ патне пурӑнма куҫса каясшăн мар. Кăçал çамрăк чăхсем те туяннă вăл. «Мана хамăн килте аванрах çав», — тет Назия аппа. 

Вӑл халӗ те килӗнче чуста çăрса, ҫӑкӑрне те пӗҫерет. 

— Ку ҫӑкӑрӑн ырӑ шӑрши тата тути ачалӑха аса илтерет, — теҫҫӗ хӗрӗсем.
Ҫак кунсенче ветеран уйрăмах кăмăллă.

— Барис Аппаувич ятӗнчен нумай парне кӳрсе пачӗç. Кӗрпе, сахӑр песокӗ, ҫӑнӑх, чей, тутлă апат-çимӗç... Тимлӗх панăшăн чунăм çемçелчӗ, — тет Назия Хабибулловна.

Юбилей ячӗпе саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Кӗçӗн Чăнлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Гомер Халитов та килнӗччӗ. Назия Хабибулловнана сывлăх сунчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев