Хыпарсем

Çамрăксем – хастар халăх

Талантсен фестивалӗ

Теччӗ хулинче «Созвездие – Йолдызлык – 2025» республика фестивалӗн зонăри турнирӗ иртрӗ.

Мероприятире Ҫӗпрел районӗнчен 53 талантлӑ ача сцена çине тухса, тӗрлӗ номинацире хутшӑнса, хӑйсен ӑсталӑхӗсене кӑтартрӗç, малти вырӑнсене ҫӗнсе илчӗç.

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем:

  1-мӗш вырӑн – Аделина Хусаинова.

  2-мӗш вырӑн – «Яз нуры» вокал ансамблӗ, Амирхан Сагдиев, Риана Хасанова.

  3-мӗш вырӑн – «Тан» халӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Эллария Хасанова тата Богдан Валиуллин дуэчӗ, Камиль Вильданов тата Валерия Кудрявцева дуэчӗ, Азалия Сабирзянова.

Хутшӑнакансем пурте дипломсене тивӗҫлӗ пулчӗç.

Апрелӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 24-мӗшӗччен Хусанта фестивалӗн суперфиналӗ, апрелӗн 30-мӗшӗнче гала-концерт иртӗ.


Нет комментариев