Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Андрей Годунова аса илсе

Спорт

Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн стадионӗнче районти ялсен командисемпе кӳршӗллӗ Ульяновск облаҫӗн представителӗсем хушшинче мини-футбол енӗпе регионсем хушшинчи 2-мӗш турнир иртрӗ. 
Ăна паттӑр салтака-хӳтӗлевçе, ентешӗмӗре Андрей Годунова халалланӑччӗ. Вӑл 2022 ҫулхи май уйӑхӗнче, ятарлă çар операцийӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланă чухне пуçне хучӗ. 

Андрей Владимирович Годунов 1995 çулхи декабрӗн 12-мӗшӗнче Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче йышлă çемьере çуралнă. Ялти шкула пӗтерсен, 2013 çулта, Ульяновскри строительнăй колледжа вӗренме кӗнӗ. 2014 çулхи кӗркунне, вӗренсе пӗтермесӗрех, салтака кайнă. 2018 çулхи март уйăхӗнчен Ульяновскри 31-мӗш гварди десантпа штурм бригадин разведка батальонӗнче службăра тăнă. 

Рядовой Андрей Годунов ятарлă çар операцийӗнче çар тивӗçне пурнăçланă чух Донецк Халăх Республикинчи Белогоровка ялӗ çывăхӗнче пуç хунă. Паттăрлăхпа хăюлăхшăн ентешӗмӗре РФ Оборона министерствин «Восток — 2018 çар вăйӗсен маневрӗсене хутшăнакана», «Кавказри контртеррористла операцие хутшăнакана» медальсемпе, IV степеньлӗ Георгий хӗресӗпе тата Паттăрлăх орденӗпе (вилнӗ хыççăн) наградăланă. 

Мероприятире районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов хăнасене тата футболистсене спорт уявӗпе саламларӗ, турнира ирттерме пулăшнăшăн Алексей Лянкина тата Василий Симуллина Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗ. Андрей Годуновӑн амӑшне Тамара Петровнана тата унӑн мӑшӑрне Екатерина Олеговнӑна асӑнмалӑх парнесем, чӗрӗ чечексем пачӗ. Вӗсем турнира йӗркелекенсене хăйсен çывăх çыннине манманшăн чӗререн тав турӗç. 

Андрей Годунов яланах спортпа туслă пулчӗ, уйрăмах футбола юратрӗ. Çавна шута илсе юлташӗсем ăна халалласа футбол турнирӗ ирттерме шухăшланă та. 

Турнирта 8 команда: Вӑтам Улхаш ялӗнчен «Партизан», Сурски районӗнчен — «Чеботаевка», районтан — Хулаçырми, Аслă Аксу, Упи, Кивӗ Ҫӗпрел, Чӑваш Ҫӗпрел тата турнир хуҫисем — Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн командисем вăй виçрӗç.

Хӑнасемпе куракансем стадиона питӗ тимлӗн сӑнарӗҫ, вылякансене вăй парса тăчӗç. Çурма финалта Чăваш Çӗпрел тата Чеботаевка ялӗсен командин спортсменӗсем хушшинчи тӗлпулу чи интересли пулчӗ.

Вӑйӑ 0:0 шутпа вӗҫленчӗ, анчах пенальти пӗтӗмлетӗвӗсемпе Чеботаевка ялӗн команди мала тухрӗ, Александр Митрофанов капитан ертсе пынипе 3 вырӑна йышӑнчӗ. Финалта вара Çӗнӗ Йӗлмелпе Кивӗ Çӗпрел ялӗсен командисем вылярӗç. Вӑйӑ пынӑ май стадион хуҫисем ҫӗнтерӳҫӗ ята çӗнсе илчӗç, Кубок тата ылтӑн медальсен хуçисем пулса тăчӗç (команда капитанӗ Илья Карсаков). 

Ăмăртусенче чи хастар хутшӑнакансене грамотăсем пачӗç. «Чи лайӑх вӑйӑçă» номинацире грамотăна футбол командин членӗ Дмитрий Николаев илчӗ. Унӑн шӑллӗ Алексей Николаев — «Чи лайӑх хапхаçă» пулса тăчӗ. «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» — Александр Митрофанов (Чеботаевка) тата «Чи лайӑх тапӑнакан» — Эмиль Валиуллин (Кивӗ Ҫӗпрел) пулса палăрчӗç. 

Турнирăн спон-сорӗсене — ялти запасри çар çыннисене, десантниксене, сӳрӗк пулман ялăн патриочӗсене тав тӑватпӑр, вӗсене ҫемйисенче сывлӑх, ӗҫре ăнăçусем сунатпӑр. Вӗсемсӗр çак турнира ирттерме май пулман пулӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев