Федераллă бюджетран уйӑрнӑ укҫа-тенкӗ шучӗпе Анат Хураката ялӗнчи Культура çуртне юсаса, тирпей-илем кӗртеççӗ
«Культура» çӗршыв шайӗнчи проектпа килӗшӳллӗн объекта тирпей-илем кӗртес ӗҫсем ҫуркунне пуҫланнăччӗ. Паян вара ҫак учрежденире улшӑнусем, халӑх каланӑ пек, «ҫӗрпе пӗлӗт хушши» пек.
Тури тата Анат Хураката ялӗсем район центрӗнчен 18 ҫухрӑм инçешӗнче вырнаҫнӑ. Вӗсенчен пӗрремӗшӗнче 300тен ытларах яхӑн ҫын пурӑнать, иккӗмӗшӗнче унта та нумайрах. Икӗ яла пӗрлештернӗ тата шӑп варрине вырнаҫнӑ Культура çуртне кунта пӗрремӗш хут пӗр ӗмӗр каялла туса лартнӑ. «Юлдуз» колхоз шучӗпе вара 50 ҫул каялла икӗ хутлӑ, йывӑҫран туса лартаççӗ. Анчах вӑл, мӗнле-тӗр сăлтавсене пула, ҫунса каять. Ун вырӑнне 1992 ҫулта кирпӗчрен ҫӗнӗ здани çӗкленет. Ҫавӑнтанпа ҫак ҫурт пӗрре те, ҫурт тӑррине ҫӗнетнине шута илмесен, çирӗп юсав курман темелле. Кӑҫал Хураката Культура çуртне юсама 12 миллион тенкӗ укçа уйӑрма пăхăннă.
– Мӗнпур ӗçсем пурте план тӑрӑх пырсан, ҫӗнетнӗ Культура çурчӗ ҫулталӑк вӗҫленичченех уҫӑлӗ, – тет район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин.
Здание юсасси унӑн алăкӗ патӗнченех пуҫланать. Кунта пусмасене ҫӗнӗрен тунӑ, сывлӑх тӗлӗшӗнчен хевтесӗр ҫынсем валли, мӗнпур требованисене тӳрӗ килтерсе, пандус ҫулӗ тунӑ. Ăшă паракан системăна, электричество пралукӗсене туллин улăштарнă. Куракансен залӗнче, сценăна юсас ӗçсем вӗҫленсе пыраççӗ ӗнтӗ. Туалетсенче (вӗсем виҫӗ тӗрлӗ пулаҫҫӗ: арҫынсемшӗн, хӗрарӑмсемшӗн тата инвалидсемшӗн) плиткăсем çыпăçтарнă. Пӗр сӑмахпа каласан, урай, стенасем, мачча – пурте çӗнӗ тӗс илнӗ.
– Тури тата Анат Хураката ялӗсен ҫыннисемшӗн Культура çурчӗ – художество пултарулӑхӗпе интересленмелли тата кану центрӗ, – тесе калаçрӗ Марс ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рафик Замалтдинов. – Кунта уяв мероприятийӗсем, пухусем, иртеҫҫӗ. Культура ӗçченӗсене халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас, активлӑ канӑва йӗркелес енӗпе пысӑк ӗҫ çирӗплетнӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫаксене пурне те тӑвас тесен тивӗҫлӗ условисем кирлӗ. Хальхи вӑхӑтра Культура ҫурчӗ ку чухнехи условисемпе килӗшӳллӗн йӗркеленет тата ял ҫыннисем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе малашне те савӑнтараса тăрасса ӗмӗт пур. Кунта юрлама-ташлама пултаруллă халӑх пурӑнать.
Ӗç тăвакан комитетăн инфратытӑм аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен çумӗ Ильгам Бикчуров вара тӗпрен юсас ӗҫсене «Ассет» подрядлӑ организаци пурнӑҫланине палӑртрӗ.

Справка
Районта пурӗ 37 Культура учрежденийӗ шутланать. Вӗсенчен 10шне тӗпрен юсамалла. Республикӑра вăйра пулнă программӑсемпе, наци проекчӗсемпе килӗшӳллӗн, Шланка, Хурăнвар-Шăхаль, Çӗнӗ Ишлӗ, Чăваш Паснапуç, Чăваш Шемӗршел, Тутар Шатăршан, Кивӗ Йӗлмел, Анат Чакă, Чăваш Çӗпрел ялӗсенче çӗнӗ Культура учрежденийӗсем пулса тăчӗç, юсав ӗçӗсем ирттерчӗç.
Нет комментариев