Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Вӗсем Çӗнтерӗве хăйсен пайне кӗртнӗ

Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 ҫулхи юбилейӗ ҫитсе пынă май, Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тыл ӗҫченӗсене саламларӗ

Уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗ ветерансене Тутарстан Республикин Раисӗн Рустам Миннихановăн саламлă çырăвне, апат-ҫимӗҫ пуххине тата чечексем пачӗ.

— Вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӑвӑра шеллемесӗр ӗҫлени — пирӗншӗн пуриншӗн те паттӑрлӑхпа ҫирӗплӗх тӗслӗхӗ. Çӗнтерӗве тата çӗршывăмăра вăрçă хыççăн ура çине тăратма пулăшнă çӗрте кӗртнӗ пайăршăн пысӑк тав сире, — тесе палӑртрӗ район пуҫлӑхӗ, тыл ӗҫченӗсене саламланă май. 

Ҫитӗннисем пурте вӑрҫӑ ҫулӗсенче колхозра ӗҫленӗ, окопсем чавнӑ, вӑрман каснӑ. Вӗсенчен нумайӑшне пӗлӳ илме май пулман. Ҫапах та, тивӗҫлӗ пурнӑҫ ҫулӗпе иртсе, кашниех ачисене тивӗçлӗ пӑхса ӳстернӗ, вӗсем пирӗншӗн пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Хӑйсен асаилӗвӗсенче те вӗсем ҫав ҫулсенчи йывӑрлӑхсем ҫинчен ӳпкелешсе калаçмаççӗ. Пӗр ӗмӗре яхăн çул пурӑнса, вӗсем чун çирӗплӗхне упраса хӑварма пултарнӑ. 

Ӑшӑ тӗлпулу вӑхӑтӗнче те республикӑпа район ертӳҫисене хăйсене тимлӗх панăшăн тата хăйсемшӗн тӑрӑшнӑшӑн тав турӗҫ.

Районта паянхи кун тӗлне 99 тыл ӗҫченӗ пурӑнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев