Ҫураки малаллах пырать
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе килсе ҫумӑр ҫӑвать пулин те, ҫӗр ӗҫченӗ-механизаторсем уяр ҫанталӑк пулсанах уй-хире тухаҫҫӗ.
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне, пӗрчӗллӗ, выльӑх апатне тата техника культурисене 34793 гектар лаптăк çинче акнӑ, ҫав шутра урпа — 7467 гектара, ҫурхи тулӑ — 8204 гектара, пӑрҫа — 516 гектара, сӗлӗ — 521 гектара, рапс — 5345 гектара, хӗвелҫаврӑнӑш — 5045 гектара, сахӑр чӗкӗнтӗрӗ — 950 гектара тӳрӗ килет, ку мӗнпур лаптӑксен 81,5 проценчӗ.
«Цильна» обществӑра 550 гектар ҫурхи тулӑ, 580 гектар урпа, 100 гектар сӗлӗпе пӑрҫа, 400 гектар сахӑр чӗкӗнтӗрӗ, силос валли 350 гектар кукуруза, 350 гектар хутăш апат культурисене акнӑ. Паянхи кун тӗлне обществӑра ака лаптӑкӗсен 96 процентӗнче ӗҫсем вӗҫленнӗ.
«Ҫӗпрел Рассвет Агро» обществӑра 2216 гектар лаптăк çинче вăрлăх валли, силосшăн 667 гектар кукуруза, рапса — 5246 гектар, хӗвелҫаврӑнӑшне — 1776 гектар, соя культурин вăрлăхне 1484 гектар çинче акнă.
«АгроТрансПорт» обществӑра вара акана 1106 гектар лаптӑкра ирттернӗ, ҫакӑ мӗнпур лаптӑксен 66 проценчӗпе танлашать.
«Агро Вест» обществăра мӗнпурӗ 1660 гектар лаптӑкра пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсем акнӑ, вӗсенчен ҫурхи тулӑ 662 гектара, урпа — 802 гектара, пӑрҫа 196 гектара тӳрӗ килет.
«А. А. Низамов» хресчен-фермер хуçалăхӗнче 460 гектар лаптăк çинче ҫурхи тулӑ, 500 гектар ҫинче урпа, 100 гектар ҫинче хӗвелҫаврӑнӑш культурисене акнă, мӗнпур лаптăксен 92 процентӗнче ӗçсем вӗçленнӗ.
«Р. А. Бикчуров» хресчен-фермер хуçалăхӗнче 175 гектар лаптăк çинче ҫурхи тулӑ вӑрлӑхне, 800 гектар çинче урпа, 120 гектар çинче пӑрҫа, 300 гектар çинче сахӑр кӑшманӗ, 200 гектар çинче хӗвелҫаврӑнӑш, 300 гектар ҫинче пӗр ҫул ӳсекен курӑксен культурисен вăрлăхне акнă.
«И. Ф. Махмутов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче 1240 гектар лаптӑкра ака ирттернӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев