Тӗп хыпар

Уява ырă сунса кӗтеççӗ!

Республика, район йӗркеленнӗ кунсен шайӗнче, августӑн 30-мӗшӗнче, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн тӗп лаптăкӗнче уяв мероприятийӗсем иртеҫҫӗ.

Центральная урамӗнче ирхине «Пыл ярмăркки» пуҫланса каять. Мероприяти кӑҫалхипе 6-мӗш хут иртӗ тата республикӑри, кӳршӗ регионсенчен килнӗ 30 ытла опытлӑ хурт-хăмăр ӗрчетекен ăстасене пӗрлештерӗ.

Ярмăрккӑра пылăн тӗрлӗ сорчӗсене тата пыл-хурт продукчӗсене сӗнӗç.

Кашниех пыла тутанса пӑхма, хурт-хăмăр ӗрчетекен ăстасемпе курса калаçма, производствăн вăрттăнлăхӗсене вӗренме пултарӗ. Районти Культура çуртӗнче республика семинарӗ — пыл хурчӗсен канашлӑвӗ иртӗ.

«Чүпрәле» паркӗнче торжествăлла мероприяти, пултарулăх ăстисен юрри-ташшисем пулӗç. Кăмăлӗ пуррисем каçхи концертра, дискотекӑра та хутшӑнма пултарӗç.

Уяв мероприятийӗсем 9.00 сехетре пуҫланаҫҫӗ. 

0+


Нет комментариев