Уяв ячӗпе тӗрлӗ мероприятисем пулаççӗ
Тӗп хыпар

Уяв ячӗпе тӗрлӗ мероприятисем пулаççӗ

Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫуллăхӗ çитнӗ май, районта тӗрлӗ мероприятисем иртӗç.

Майӑн 8-мӗшӗнче уяв мероприятийӗсем — ял тӑрӑхӗсенче.

Майӑн 9-мӗшӗнче 10.00 сехетре район центрӗнчи Ӗмӗр сӳнми вут умӗнче митинг пуҫланать. «Аслӑ Ҫӗнтерӳ тапхӑрӗ» театрализациленӗ спектакль вӑрҫӑ ҫулӗсене аса илтерӗ.

11.30 сехетре — Ҫӗнтерӳ парачӗ иртӗ.

12.00 сехетре «Чупрэле» паркра вӑрҫӑ ҫулӗсенчи экспонатсемпе тематика куравӗ йӗркелӗç, хирти кухня ӗҫлӗ.

Каҫхине, 19.00 сехетре, ҫак паркрах, ҫарпа патриотла фестиваль тата «Çӗнтерӳ вальсӗ» пулӗ. 0+


Нет комментариев