Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тыр çи ӗçӗсем финиш патнелле ҫывхарчӗç

Ял хуçалăхӗ

Ҫак кунсенче «Цильна» тата «Çӗпрел Рассвет Агро» обществӑсенче вырса пухас ӗçсем вӗçленчӗç. 

Паянхи кун тӗлне районӗпе 18996 гектар лаптăксенчи тухăçа пухса кӗртнӗ, ку вырса çапма тивӗçлӗ мӗнпур лаптӑксен 60 процентне тӳрӗ килет. Йӗтем çине 66230 тонна тырă кунӗ, районти вӑтам тухӑҫ — пӗр гектартан 34,9 центнер. 

«Цильна» обществӑра 2080 гектар лаптӑкри пӗрчӗллӗ культурăсен тухăçне вырса çапнă. Пӗр гектартан тухнă вӑтам тухӑҫ — 51 центнер (!). Çакă районти хуҫалӑхӗсем хушшинче чи пысӑк кӑтарту. Ҫавӑн пекех, «Çӗпрел Рассвет Агро» обществӑра вырса пухас ӗҫсем вӗҫленчӗç. Хальхи вӑхӑтра çак рапс культурине ҫапаççӗ. Рапс культурин вӑтам тухӑҫлӑхӗ пӗр гектартан 22,7 центнера тӳрӗ килет.

Районти обществӑсемпе хуҫалӑхсенче кӗрхи культурӑсене акса хӑварас тӗлӗшпе тӑпрана ӗçе кӗртеççӗ, часах сахӑр чӗкӗнтӗрне те кăларма пуçлӗç. Ҫавӑн пекех, выльăх апачӗ хатӗрлесси те малалла пырать. 

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен августӑн 26-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тăрăх, районта 5,3 пин тонна утӑ, 4726 тонна улӑм тата 28 пин тонна ытла сенаж хатӗрленӗ. Ку вӑл пӗр условнăй выльăх валли 19,4 центнер апат единици тӳрӗ килнине пӗлтерет. 2025 ҫулăн тухăçӗ валли кӗрхи культурӑсем акма пуҫланӑ ӗнтӗ. Мӗнпурӗ 12891 гектар лаптăкра кӗрхи тулӑ акма палӑртнӑ. 

Мӗнпурӗ 39,2 пин гектар лаптӑкра ҫӗрсене ӗçе кӗртмелле. Вӗсенчен 10,7 пин гектар лаптӑкӗнче кӗрхи ҫӗртме сухи ирттернӗ. 

Справка

Тыр çи кампанийӗнче районта 74 единица тырӑ вырмалли комбайн ӗҫлерӗ. Ҫак техникӑн вӑй-хӑвачӗ талӑкра 1920 гектар ҫинче вырса пухас ӗçсене пурнăçлама май парать. Пӗр комбайна 630 гектар лаптӑк тӳрӗ килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев