Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тӗлпулусем пуҫланчӗç

Ҫулталӑк     пуҫламӑшӗнче иртекен «Халӑх пухӑвӗсене» кӑҫал та Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ пуҫласа ячӗ.

Халӑхпа тӗлпулусенче улшӑнусем çукпа пӗрех. Район центрӗнчен тӗрлӗ службӑсен ертӳҫисем килеҫҫӗ, пуху пуҫланиччен, унта пурӑнакансене йышӑнаҫҫӗ, вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравлаҫҫӗ. Ҫавнашкал йышăнусенче уйрӑмах кирлӗ службӑсем  –Пенси фончӗ тата социаллӑ хӳтлӗх управленийӗ шутланаҫҫӗ.

Тӗлпулӑвӑн тӗп пайӗнче ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫулталӑкри отчетне итлеççӗ, ял хуҫалӑх предприятийӗн представителӗ те хутшӑнать. Юлашки сӑмах  район ертӳҫине парăнать.

Ҫак эрнере тӗлпулусем Çӗнӗ Йӗлмел, Çӗнӗ Чукал, Кивӗ Чукал, Аслă Аксу, Чӑваш Паснапуç, Чӑваш Çӗпрел, Тутар Шатăршан, Анат Чакă, Çӗнӗ Чакă, Тутар Паснапуç, Анат тата Аслă Хураката ялӗсенче  пулчӗҫ.  Хулаҫырми ялӗнче ҫакӑн пек пуху, шӑматкун, «Ял кунӗ» уявӗпе пӗрле иртӗ.

Ҫитес эрнере халӑхпа тӗлпулусем Алешкин-Саплӑк, Упи, Кӗçӗн Чăнлă, Пăрăнтăк, Звезда ял тăрăхӗсенче пулӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев