Наградăсем пачӗç
Тӗп хыпар

Наградăсем пачӗç

Ҫак наградăсем – хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр Тӑван ҫӗршыва парӑннине кӑтартса панӑ ентешӗмӗрсен астăвăмӗ

Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн залӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче пуç хунă ентешӗмӗрсен ҫемйисемпе ҫывӑх ҫыннисене патшалӑх наградисене пачӗҫ.

– Паян ентешӗмӗрсем: салтаксемпе офицерсем пирӗн ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче Тӑван çӗршыв чиккисене чунтан парăнса хӳтӗлеҫҫӗ. Эпир вӗсемпе тивӗҫлипе мăнаçланатпӑр. Пирӗн тивӗҫ – хамӑр ҫӗршывӑн ырлӑхӗшӗн, ун ҫийӗнчи тӑнӑҫ тӳпешӗн хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр кӗрешнӗ паттӑр ывӑлӑмӑрсене асра тытасси, вӗсен ячӗсене истори страницисене яланлӑхах ҫырса хунӑ, – тесе палӑртрӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухватуллин хӑйӗн сӑмахӗнче Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫисен паттӑрлӑхӗсене ӑруран ӑрӑва панин пӗлтерӗшне палӑртрӗ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑхпа харсăрлăх кӑтартнӑшӑн Раҫҫей Президенчӗн В.В.Путинӑн Указӗпе наградӑланӑ  (вилнӗ хыҫҫӑн) Замир Робертович Галимовӑн Паттӑрлӑх орденне унӑн мӑшӑрне Гульфия Галимована пачӗç.
Ҫавӑн пекех, Паттӑрлӑх орденне Анатолий Петрович Осипов тивӗҫлӗ пулнă. Наградăна унӑн шӑллӗне Алексей Петрович Осипова пачӗç.

Тутар Паснапуç ялӗнчен Абдуллазян Шигапов ывӑлӗн Айрат Абдуллазянович Шигаповăн Ҫветтуй Георгий орденӗн IV степеньлӗ уйрӑмлӑх паллине – Георгий хӗресне йышӑнса илчӗ.

Петр Николаевич Шаповаловӑн  «Паттӑрлӑхшӑн» медальне унӑн мӑшӑрне Наталья Александровна Шаповалована пачӗç.
Мероприятие хутшӑнакансем пуç хунă ентешӗмӗрсене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Вӗсен паттӑрлӑхӗ, Тӑван çӗршыв умӗнчи харсӑрлӑхӗ халӑх асӗнче ӗмӗрлӗхех юлӗ.

 


Нет комментариев