Чӗнмен «хӑнасем»...
Тӗп хыпар

Чӗнмен «хӑнасем»...

Районта тилӗсем нумайланнă. Вӗсенчен сиен курнисем те пур

Ача чухне эпир тилӗсем ҫинчен юмахсенче, телевизор экранӗсенче кӑна курнӑ, илтнӗ пулсан, юлашки ҫулсенче вӗсем ҫынсем хушшинче, ялсемпе çак чӗнмен «хăнасем» курӑнни яланхиллех пулса пырать.

Тилӗсем веçех алхасса кайрӗç, вӗсем ҫынсене те тапӑнма пуҫларӗҫ. Иртнӗ эрнере кун пек тӗслӗхе районти Ӗç тӑвакан комитечӗн ларусен залӗнче иртнӗ канашлура пӑхса тухрӗҫ. Синкерлӗ ӗҫ «Молко – Çӗпрел» обществӑн Çӗнӗ Йӗлмел филиалӗнче пулса иртнӗ. Тискер тилӗ хуралҫă çине тапăннă.

Районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Расим Низамов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал районта 200 пуҫ тилӗ тытма палӑртнӑ. Паянхи куна вӗсенчен 160-шне тытнă. Хальхи законсемпе килӗшӳллӗн ял ӑшӗнче тилӗсене пеме чараҫҫӗ, ӑна ун тулашӗнче, урӑхла каласан, çакна уй-хирте пурнăçламалла. 

– Чи кӑткӑсси – тилӗсем ялсене «вырнаҫни», вӗсене ниепле те уй-хире хӑваласа кăларма ҫук. 160 тилле уй-хирте, вӗсем кӗрт пухнă  тапхӑрта, пеме май пулчӗ, – тесе калаçрӗ тӗп ветеринари врачӗ Расим Низамов.

Пирӗн районта час-часах: «Тилӗсем ман чӑхсене, хурсене ҫӗрле йăтса кайса пӗтернӗ. Вӗсем хӑнӑхнӑ ӗнтӗ, ҫынсенчен те, йытӑсенчен те хӑрамаҫҫӗ», – текен сăмахсене те илтме тӳрӗ килет. Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Хафизовсен ҫемйи  вара, вӗсенчен ывӑннӑ ӗнтӗ.

– Эпир Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Школьная урамӗнче пурӑнатпӑр. Юнашарах пӑрахӑҫа тухнӑ ҫурт пур. Ун таврашне курӑк, йывӑҫ пусса илнӗ, тасатман, кил-çурта пăхса тăракан та çук. Иртнӗ ҫулсенчех тилӗсен ҫемйи çакăнта килсе ерчӗ, хӑнӑхрӗç кăна теме ҫук – халӗ вӗсем çак ҫуртăн «хуҫисем» пулса тӑчӗç. Кӑнтӑрла та, каҫхине тухсан та хӑвӑн «кӳршӳсене» куратӑн, ҫав тилӗсемпе тӗл пулма тӳрӗ килет. Икӗ ҫурт хушшинче, пирӗн ҫӗрулми пахчине сукмак туса пӗтерчӗç, киленсе йӑваланса выртаҫҫӗ, йӑрансене тикӗслеҫҫӗ. Чӑхсем пирки каламастпӑр та – вӗсене «сыхласа кăна» тăраççӗ. Хамăр та ăсталанса çитрӗмӗр ӗнтӗ, тилӗсен кӳршӗри пурнăç йăлипе. Чӑхсене сарайра тытатпӑр, уҫӑ сывлӑша илсе тухатпӑр: симӗс курӑк ҫине пӗр-икӗ сехетлӗхе кăларса çитеретпӗр те, унтан каялла кӗртетпӗр, пӗр сӑмахпа каласан, кӗтӳҫӗ пек сыхлатпăр. Картишӗнче хӑварнӑ калушсене те вӑрласа, хӑйсен йӑвисене йăтаççӗ. Картишре те хăрамасăрах, ирӗккӗн çӳреççӗ. Çурисем илемлӗ вӗсен, эпир вӗсем ӳснине те сӑнатпӑр, вӗсем урнă чирпе кăна ан чирлеччӗр тетпӗр, – теҫҫӗ Фаридапа Нурислам Хафизовсем.

Тилӗсемпе ҫыхӑннӑ проблема, пӗтӗмӗшле илсен, районти пур ялта та палӑрать. Пӑрахӑҫа тухнӑ ҫуртсем нумай, ку вара тилӗсен килсе ерме  меллӗ вырӑн.

Лару вӑхӑтӗнче ҫак ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Расим Низамов та тискер чӗрчунсем-тилӗсем урнӑ чир ҫӑлкуҫӗ пулма пултарнине аса илтерчӗ.  Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, урнӑ чир вӑл – чӗрчунсемпе ҫыншӑн хӑрушӑ вирус чирӗ. Профилактикӑн пӗртен-пӗр тухӑҫлӑ меслечӗ  – вакцинаци. 

Расим Низамов ку тӗлӗшпе вакцинаци тума сӗнчӗ. 

– Чӗрчунсене те, ҫынсене те тӳлевсӗр вакцинаци тӑваҫҫӗ, – терӗ вӑл.

Ларӑва пӗтӗмлетнӗ май, Рустам Мухаметзянов выльăхсене тата выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн ӗҫченӗсене урнӑ чире хирӗҫ вакцинаци тӑвассине контроле илме сӗнчӗ.

Урнă чир çинчен
Урнӑ чир вирусне тискер чӗрчунсем сараҫҫӗ: тилӗсем, йытӑсем, кашкӑрсем, ҫавӑн пекех ҫара ҫерҫисем, кӑшлакан чӗрчунсен хӑш-пӗр тӗсӗсем. Вирус ҫыртнипе е инфекциллӗ выльӑхăн сурчӑкӗпе ерет. 
Урнӑ чире сиплеме май ҫук. Чире тупса палӑртсан,  выльăхсене изоляцилеççӗ тата санитари нормисен требованийӗсемпе килӗшӳллӗн пӗтереҫҫӗ. Чиртен хӑтӑлмалли пӗртен-пӗр меслет вӑл – вакцинаци!


Нет комментариев