Тутарстан Республикин кунӗ умӗн тӗслӗхлӗ ҫемьесене йышӑнмалли мероприяти иртрӗ
Хусан Кремлӗнче Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов мӑшӑрӗпе Гульсина Миннихановапа пӗрле Тутарстан Республикин чи тӗслӗхлӗ ҫемйисемпе тӗл пулчӗ. Мероприятие 48 ҫемье хутшӑннӑ. Хисеплӗ хӑнасем хушшинче кӑҫал Ҫӗпрел районӗнчи Марковсен ҫемйи те пурччӗ.
Алешкин-Саплăк ялӗнче пурӑнакан Марковсен ҫемйи – районăмăрăн мӑнаҫлӑхӗ, юрату, пӗр-пӗрне хисеп, тӗрев пуласси пек тата тӑрӑшуллӑ ӗҫе тӗпе хуракан ҫирӗп ҫемьен илемлӗ тӗслӗхӗ. Юрий Васильевичпа Людмила Петровна кӑҫал ҫемьери паллӑ куна – пӗрле пурӑннӑранпа 40 ҫул ҫитнине – паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫемье пуҫӗ Юрий Васильевич – ӗҫ ҫынни. «Татавтодор» обществӑра ӗҫлет. Районӑн, республикӑн ҫул-йӗр инфратытӑмне аталантарас ӗҫе чылай ҫул тивӗҫлӗ пай кӗртет. Мӑшӑрӗ Людмила Петровна Ҫӗпрелӗн сӗт-ҫу заводӗнче виҫӗ теҫетке ҫул ытла вăй хунă.
Марковсемшӗн чи пысӑк пуянлӑх – ачисем. Вӗсем виҫӗ ача пӑхса ӳстернӗ, ачисем ӗҫченлӗх, яваплӑх, ҫынсене хисеп-лесси тата ҫемье хаклӑхӗ пек ăнлавсене туйса çитӗннӗ.
Аслӑ ывӑлӗ Владимир – шалти служба подполковникӗ. Унӑн ӗҫ биографийӗ Чечня Республикинчи ҫар юхăмӗпе ҫыхӑннӑ. Паянхи кун та вӑл канăçсăр ӗҫе малалла тӑсать, ҫирӗплӗхпе профессионализм тӗслӗхӗ пулса тӑрать.
Вӑтам ывӑлӗ Роман – система администраторӗ, Ульяновскри патшалӑх техника университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Цифровизаци тапхӑрӗнче унӑн ӗҫӗсем обществӑшӑн питӗ те актуаллӑ.
Кӗҫӗн ывӑлӗ Василий – аслӑ лейтенант, ҫар ҫыхӑну академине пӗтернӗ. Службинче тӗслӗхлӗ ҫар ҫынни, Мускав хулинче Хӗрлӗ площадьри парадсенче хутшӑнма тивӗҫнӗ пулнă район ҫыннисенчен пӗри. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан Василий унта каять. Унта хӑйне паттӑр ҫар офицерӗ пек кӑтартать, I тата II степеньлӗ «Çар паттӑрлӑхӗшӗн» медальсене, Жуков медальне, ҫавӑн пекех «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан» медале тивӗҫлӗ пулать.
Марковсен ҫемйин пурнӑҫӗпе историйӗ – юратӑвӑн, ӗҫченлӗхӗн тата ҫемье хаклӑхӗсене парӑннин тӗслӗхӗ пулса тăрать.
Нет комментариев