Хыпарсем

Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем вилӗм патне илсе çитереççӗ

Сывлăх

Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем вилӗм патне илсе çитерекен чирсем  хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Сӑлтавӗ мӗнре? Ыйтусене районти тӗп больница тухтӑрӗ  М.Трофимова  хуравлать.

– Паян пирӗн пурнӑҫра ҫак ушкӑна кӗнӗ чирсене кăларса тăратнă сӑлтавсем сахал мар. Тӗслӗхрен, халӗ пирӗн хушӑра юн пусӑмӗ пысӑкланнипе аптӑракан, пирус туртакан, алкоголь шӗвекӗсем ӗҫекен ҫынсем нумай. Эпир стреслӑ пурнӑҫпа пурӑнатпӑр, тӑварлӑ апата юрататпӑр. Турилкке ҫинчи апат ытлашши тӑварлӑ мар пулсан та, куллен тӗтӗмленӗ кӑлпасси,  ҫурмафабрикатсем урлӑ кӗнӗ тӑварăн калăпăшӗ самай ӳсет. Паян ҫӗршыври кашни виҫҫӗмӗш ҫын ытлашши виҫепе аптӑрать. Ҫитменнине ковид тапхӑрӗнче ҫӗршывра пурӑнакансен вӑтам йывӑрӑшӗ тата 1,5-2 килограмм ӳснӗ. Ку вара чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем килсе тухас шанӑҫа та темиҫе хут ӳстерет, – тет Мария Трофимова.

Врач каланӑ тӑрӑх, инфаркт вӑхӑтӗнче кӑкӑр шӑмми чӑмӑртаннӑ пек, мӗн-тӗр пусса тӑнă е ҫунтарнă пек ыратма тытӑнать. Мӗнле-тӗр ӗç тусан ҫак ырату вӑйланать, ӗҫлеме пӑрахсан, вӑл та пӗтет е ыратни чакать. Чӗре ыратсан сулахай хулпуҫҫи, сулахай алă, ăш та канӑҫсӑрлантараҫҫӗ. Чӗре ыратнин паллисем ытти чирсен паллисем пекех. Ҫавӑнпа ҫын час-часах гастрит е остеохондроз пуҫланнӑ тесе шухӑшлать. Ҫапла вара, тӗп айӑп чӗрере пулни палӑриччен сахал мар вӑхӑт иртет. Инфаркт вăхăтӗнче ҫыннӑн чӗре таппи улшӑнма пултарать, вӑл пуҫ ҫаврӑннине туйма, тӑнсӑр ӳкме те пултарать. Ҫавӑнпа та ҫӳлерех асӑннӑ паллӑсенчен пӗри ҫеҫ палӑрсан та ҫийӗнчех врач патне каймалла.

 


Нет комментариев