Хыпарсем

Диспансеризаци йӗрки улшӑнать

Пӗлетӗр-и?

Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви сентябрӗн 1-мӗшӗнчен диспансеризацин учет карттине тытса пымалли йӗркене улшӑнусем кӗртет. Тивӗҫлӗ приказа право акчӗсене пичетлемелли официаллӑ сайтра вырнаҫтарнӑ.

Диспансеризаци вӑхӑтӗнче холестерин кӑтартӑвӗсене анлăлатаççӗ.

Ҫӗнӗ йӗркепе липид профильне хакланӑ чухне тухтӑрсем пысӑк, пӗчӗк тата питӗ пӗчӗк тачӑлӑхлӑ липопротеинсен – ЛПВП, ЛПНП тата ЛПОНП холестерин концентрацине палӑртӗҫ. Ҫавӑн пекех, юнри триглицеридсен шайне шута илӗҫ.


Чӗрен ишеми чирӗ пулассине палăртӗç

Диспансеризаци шайӗнче врачсем чӗрен  ишеми чирӗ пулма пултарассине те тест умӗн палăртма пултарӗç. Ку кӑтартăва пациентӑн чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсен хӑрушлӑхне маларах палăртассишӗн усӑ кураҫҫӗ.


Медицина 
карттинче    ҫӗнӗ даннӑйсене кӑтартӗҫ

Диспансеризацин иккӗмӗш тапхӑрне иртнӗ хыҫҫӑн пациентӑн медицина карттинче дерматовенерологи тӗрӗслевӗн кӑтартӑвӗсене кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне вар-хырӑм аортине ультрасасӑпа тӗпченин кӑтартӑвӗсем ҫинчен калакан информацие те карттӑ ҫине кӗртӗç.


Нет комментариев