Тӗп хыпар

Урӑлӑх – пурнӑҫ норми

Сентябрӗн 11-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри Урӑлӑх кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Ӑна пӗрремӗш хут 1913 ҫулта ирттернӗ.  1914 ҫулхи март уйӑхӗнче вара Пӗтӗм Раҫҫейри урӑлӑх кунне ҫулсерен паллӑ тума йышӑннӑ. 

Тӗп тӗллев – обществӑра сывлӑх чи пысӑк хаклӑх пулнине, алкогольлӗ шӗвексем ӗҫни пурнӑҫ тӑршшӗне кӗскетнине, вӑраха кайнӑ чирсем аталаннине аса илтересси. 

Районти тӗп больницăн тухтӑрӗ  А.Алимов:

«Эрех ӗҫнипе телейлӗ  пулнă ҫынна кӑтартӑр-ха», – тесе ыйтсан ун пек ҫынна кăтартакан  тупӑнмӗ. Ҫав вӑхӑтрах, тӗслӗхе эрех ӗҫнипе сиен курнисене, телейсӗр пулнисене нумай илсе кӑтартма пулӗччӗ, – тет вӑл.

Чӑннипе те, çакна пула миҫе ҫын вилнӗ, мӗн чухлӗ ҫемье арканнӑ, инвалид ача ҫуралнӑ, мӗн чухлӗ çын преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑ, ӳсӗрле руль умне ларса, çул-йӗр аварине лекнӗ, суранланнӑ, вилнӗ... Статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, эрех- сӑра енне туртӑнни – этемлӗх тӳссе ирттерекен чи пысӑк инкек пулӗ.

Пуҫ мими организмӑн чылай пайӗшӗн (ӑс-тӑн, ӑс-хакӑл, шухӑшлав пултарулӑхӗшӗн, курассишӗн, хускану, ар тата йӑх функцийӗсемшӗн, юн ҫаврӑнӑшӗн тытӑмӗшӗн тата ыт. те) яваплӑ пулни паллӑ. Эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн пуҫ миминчи чылай нерв клеткисем (нейронсем) вилеҫҫӗ. Вилнӗ нейронсем арканма пуҫласан ӗҫнӗ ҫыннӑн пуҫӗ хытӑ ыратма пуçланать (ку лару-тӑрӑва мухмăр теҫҫӗ, урӑхла каласан «похмель» теççӗ). Ученăйсем пӗлтернӗ тăрăх, пӗр черкке эрех пуҫ миминчи ҫӗр-ҫӗр пин нейрона вӗлерет. Ахаль чухне ирхине ҫак вилнӗ нейронсем шӑкпа тухаҫҫӗ, ҫавӑнпа хӑш-пӗр тухтӑрсем:

«Ӗҫекен ҫын хӑйӗн ӑсне унитаза ярать», – теҫҫӗ.

Статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра алкоголизмран ҫӗршывра миллионшар ҫын вилет.

 


Нет комментариев