Тӗп хыпар

Ҫул ҫинче татăлнă пурнӑҫсем…

Ҫул йӑнӑшсене тата ҫăмăлттайлăха каҫармасть – çакна манар мар!

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа районта çул-йӗр-транспорт аварийӗсенче пилӗк ҫын   вилнӗ.

Иртнӗ эрнере районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустем Мухаметзянов ертсе пынипе комиссийӗн васкавлӑ ларӑвӗ иртрӗ. Ҫак ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе комиссийӗн ларӑвӗнче вилӗмпе ҫыхӑннӑ кайранхи ҫул-йӗр аварине пӑхса тухрӗç. 

Тӗп тивӗç – трагедисем ан пулччӑр тесен мӗн тумалла?! Статистика цифрисем хӑратаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах шухăшлаттараççӗ те. Мӗншӗн тесен кӑҫал ҫул-йӗр-транспорт аварийӗсем патне илсе ҫитернӗ пулӑмсем пӗр вырӑнтах пулса иртрӗç, харӑсах икшер ҫыннăн пурнӑҫне татрӗç.

Пӗрремӗш çул-йӗр-транспорт аварийӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчех пулса иртрӗ. Вӗсенчен пӗрремӗшӗнче икӗ ҫын, ун хыççӗнхинче пӗри çын вилчӗ. Акӑ хальхинче – иртнӗ эрнери, татах регионти ҫул-йӗр территорийӗнче тата тепӗр синкерлӗ пулӑм... Тӗп докладпа районти ГИБДД пайӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов тухрӗ.

«Цивильск – Ульяновск» автоҫулӑн 134-мӗш километрӗнче (185 метр)... «Черри» автомобиль водителӗ «Обгон запрещен» паллăна шута илмен, хӑрушлӑхсӑр хӑвӑртлӑхне суйламан, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса «КИА Сид» автомобильпе ҫапӑнать. «КИА Сид» автомобиль водителӗн пурнăçӗ çавăнтах татăлать, «Черри» автомобильпе ҫӳрекен арҫын сурансене пула больницӑра вилет.
Лару вӑхӑтӗнче районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата комисси представителӗсем ҫакӑн пек лару-тӑру малашне тепӗр хут ан пултӑр тесе хушма мерӑсем йышӑнас ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ.  Комисси ларӑвӗнче каланӑ инкексен тӗп сӑлтавӗсем: хӑвӑртлӑха ӳстерни, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухни, ывӑннӑ май руль умне ларни.

Рустам Мухаметзянов транспорт хатӗрӗсен водителӗсем хушшинче те, ҫуран ҫӳрекенсем хушшинче те ҫул-йӗр правилисене пӑсассине асӑрхаттарас енӗпе профилактика ӗҫне вӑйлатма сӗнчӗ. Паллах, комисси трагеди пулнӑ вырӑнта хушма хатӗрсем вырнаҫтарас ыйтӑва та пӑхса тухрӗ. Ҫапах та, чи пӗлтерӗшлӗ яваплӑх пирӗнтен кашнинпе çыхăннă, районăн хисеплӗ ҫыннисем. Çул ҫинче пӗр-пӗринпе тимлӗрех пуласчӗ, васкас марччӗ. Ҫул йӑнӑшсене тата ҫăмăлттайлăха каҫармасть – çакна манар мар!

Справка
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа  Ҫӗпрел районӗн территорийӗнче 7 ҫул-йӗр-транспорт аварине регистрациленӗ, вӗсенче 5 ҫын вилнӗ, 8-шӗ аманнӑ.


Нет комментариев