Цифрровизаци
Халӗ «Амӑшӗн капиталӗн» сертификатне автоматла майпа – заявленисемсӗр тата харпӑр визитсемсӗр те регистрацилеççӗ.
Ача ҫуралсан, информаци Социаллӑ фонда кӗрет, хатӗр документа ашшӗ-амӑшӗн «Патшалăх услугисен» порталӗнчи харпăр кабинетне яраҫҫӗ.
Сертификатӑн цифра версине кӑларса пичетлеме пулать, документӑн срокӗ чикӗленмен. Сертификатра кӑтартнӑ «Амӑшӗн капиталӗн» сумми ҫулсерен февралӗн 1-мӗшӗнче индексациленет. Кун пек чухне документа улӑштарма кирлӗ мар: сумма автоматла майпа улшӑнать. Капиталӑн актуаллӑ виҫине е юлнӑ укҫа-тенкӗ шутне кирек хӑш вӑхӑтра та «Патшалăх услугисен» порталӗ урлӑ тӗрӗслеме пулать. Выписка онлайн мелпе йӗркеленет, ашшӗ-амӑшӗн харпăр кабинетне кӗрет.
«Сертификатсене хатӗрлемелли проактивлӑ формат Тутарстанра 2020 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫемьесен заявлени пама кирлӗ мар, мӗншӗн тесен документа автоматла майпа йӗркелеҫҫӗ. 2026 ҫулта кӑна ҫапла майпа 7174 электронлӑ сертификат панӑ», – тет Тутарстан Республикинчи Социаллӑ фондӑн уйрӑмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин.
«Амӑшӗн (ҫемье) капиталӗн» патшалӑх сертификачӗсем пулнă граждансем капиталăн укҫи-тенкине Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗнчи тивӗҫлӗ лицензийӗ пулнă кирек мӗнле вӗренӳ организацине те куçарма, ҫав шутра уйрӑм предприниматель (ИП) ӗçлӗ пулăшу кăтартакан пӗлӳ параканăн ӗç-хӗлне те, яма пултараҫҫӗ.
Кун валли уйрӑм предпринимательсен пӗлӳ памалли ӗҫӗ-хӗлӗн вăйра пулнă лицензийӗ пулмалла, Социаллӑ фонда вара вӗсем кăтартакан пулӑшусен хакне тӗрӗс шутласа палӑртнӑ договор пама тивӗçлӗ.
Справка
2026 ҫулта пӗрремӗш ачашӑн «Амӑшӗн капиталӗн» виҫи 728 пин тенке тӳрӗ килет, маларах ҫемье сертификат илмен пулсан, иккӗмӗшӗшӗн – 963 пин тенке яхӑн. «Амӑшӗн капиталне» пӗрремӗш ача валли регистрациленӗ пулсан, иккӗмӗш ача ҫуралсан, çывхартса шутласан 234 пин тенке яхӑн хушма тӳлев палӑртнӑ.
2024 ҫултанпа «Амӑшӗн капиталне» илес тесен ачан та, ашшӗ-амӑшӗн те Раҫҫей гражданстви пулмалла.
«Амӑшӗн капиталӗн» программи 2007 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлет. Ҫак хушӑра тӳлевсемпе Раҫҫейри 15 миллиона яхӑн ҫемье усӑ курнӑ. Сертификата пӗр хут ҫеҫ параҫҫӗ.
Нет комментариев