Çамрăк çемье
Районти ЗАГС пайӗнче Анастасия Шихрановапа Ильнур Азизов хӑйсен хутшӑнӑвӗсене законлă майпа çирӗплетрӗç.
Районта ҫӗнӗ ҫемье йӗркеленнин дати символлă пулчӗ: вӑл Тутарстан Республикин кунӗ тата Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 96 ҫул ҫитес умӗн иртрӗ. Ҫамрӑк мӑшӑра саламлама муниципаллă райăн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ҫывӑх ҫыннисем, ӗҫтешӗсем, тусӗсем килнӗччӗ.
Анастасийăпа Ильнуршăн ҫак кун вӗсен пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ утӑм кӑна мар, кӗҫӗн Тӑван ҫӗршыва хисепленин палли ти пулчӗ. Вӗсем иккӗшӗ те ҫак районта ҫуралса ӳснӗ, пӗлӳпе воспитанипе илнӗ çынсем. Аслӑ шкулсене пӗтернӗ хыҫҫӑн, ҫамрӑксем тӑван ене таврăнса, ӗçлесе пурăнас çула суйласа илнӗ.
Ильнур Фирдисович Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен. Ульяновскри патшалӑх педагогика университетне пӗтернӗ хыҫҫӑн, хӑйӗн педагогика ӗҫӗ-хӗлне Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейпе ҫыхӑнтарать. Кунта вӑл историпе обществознани предмечӗпе вӗрентет, унсӑр пуҫне «Централизациленӗ бухгалтери» уйрăмӗнче система администраторӗн ӗҫне пурнӑҫлать. Çавăнта ӗнтӗ вӗсем паллашаҫҫӗ те.
Анастасия Борисовна Хулаçырми ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ульяновскри патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, экономист специальноҫне алла илнӗ. Хальхи вӑхӑтра «Централизациленӗ бухгалтерире» экономика уйрăмӗн ертӳçи пулса ӗҫлет. Ҫавӑн пекех, Анастасия район пурнӑҫне хастар хутшӑнать, суйлав участокӗн членӗ пулса, яваплӑхпа гражданла позици кӑтартать.
Ҫамрӑксене пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ утӑмсемпе Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ.
– Тутарстан Республикин тата пирӗн районӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн сирӗн ҫемье йӗркеленнине регистрацилесси уйрӑмах савӑнӑҫлӑ пулӑм. Эсир хӑвӑрӑн пуласлӑха тӑван тӑрӑхпа, йӑла-йӗркепе, историпе ҫыхӑнтаратӑр. Ҫемье вӑл – пирӗн общество, патшалӑх тӑвакан никӗс. Сирӗн килӗр тулли савӑнӑҫпа тултӑр, телейлӗ пурӑнӑр, – тесе саламларӗ Марат Гафаров çамрăк мăшăра.
Район пуҫлӑхӗ Ильнура тата Анастасийăна мӑшӑрланнине ӗнентерекен свидетельствӑпа асӑнмалӑх парнесем пачӗ.
Ҫамрӑк ҫемьен савӑнӑҫне пайлама ӗҫӗсенчен коллектив представителӗсем те килнӗччӗ, вӗсем те çамрăксен ҫемйинче килӗшӳлӗх пултăр тесе, сунчӗç. Телейлӗ пулӑр, Анастасийӑпа Ильнур!
Нет комментариев