Сывлăх
Йод çын организмне йĕркеллĕ ĕçлеме пулăшакан микроэлемент, вăл щит евĕрлĕ парта (щитовидная железа) гормонсем йĕркелеме май парать.
Юлашки çулсенче вăл çитменнипе çыхăннă чирсем çивĕчленни палăрать. Çакă вара унчченхи йод профилактикин системин йĕрки пăсăлнипе те çыхăннă. Хальхи вăхăтра йод хушнă апат-çимĕçпе препаратсем пур-ха, вĕсене пĕлсе усă курма çеç пĕлмелле.
Организма йод çитменни уйрăмах ачасенче, яшсемпе хĕрсенче, çие юлнă е кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсенче палăрать. Чылай вăхăт вăл организмра çитмесен ачасен ỹт-пĕвĕпе ăс-тăнĕ кирлĕ пек аталанаймасть, пуç мимипе шăмăсене те начар витĕм кỹрсе тăрать. Йод сахал пулни нервпа чĕре чирĕсем пуçланасси, ача чалăш куçлă çураласси, çын вăхăт çитмесĕрех ватăласси патне илсе пырать. Сахăр диабечĕпе шыçă чирĕсенче те çак сăлтав палăрать.
Çитĕннĕ çынна талăкра 150 микрограмм йод кирлĕ. Йодпа пуян апат-çимĕç çиме тăрăшмалла, е аптекăран кали йодне туянмалла.
Нет комментариев