Профессие пӗрремӗш утăмсем – шкултанах
Тӗп хыпар

Профессие пӗрремӗш утăмсем – шкултанах

Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейре хальхи технологи класӗсем уçăлчӗç

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче – Пӗлӳ кунӗнче Ҫӗпрел районӗнчи пур шкулта та пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ. Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицее вӑл кӑҫал ҫӗнӗлӗхсемпе килчӗ.

Кунта ҫамрӑксене пӗлӳ пама ҫӗнӗ  проект пурнăçланӗ, урăхла каласан – хальхи агротехнологи класӗсем уçăлӗç. Çак пуҫару ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç министерстви тата «Чистополье» агрохолдинг пулӑшнипе пурнăçланчӗ. 

Классене уçмалли мероприятире Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн ҫумӗ Рустам Гайнуллов, «Çӗпрел Рассвет Агро» обществӑн Ӗҫ тӑвакан директорӗ Алексей Копанев, Хусанти патшалӑх аграри университечӗн представителӗ – агробизнесри машинӑсемпе оборудовани кафедрин заведующийӗ Дамир Халиуллин хутшӑнчӗҫ.

Агротехнологи класӗсене «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» наци программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланакан «АПК кадрӗсем» анлӑ проект шайӗнче йӗркеленӗ. Проектăн тӗллевӗ – ял хуҫалӑх отраслӗ валли пысӑк квалификациллӗ персонал хатӗрлесси, хальхи технологисене ӗҫе кӗртесси тата ҫӗршывӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетесси.

Проекта иртнӗ çул старт панӑ. 2025 ҫулта Тутарстанра 20 агротехнологи класӗ уҫӑлнӑ пулсан, кӑҫал вӗсем 30 ытла ӗнтӗ. 

ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн ҫумӗ Рустам Гайнуллов хӑйӗн сӑмахӗнче ял территорийӗсене аталантарма ҫакнашкал классем уҫни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.

«Ҫӗпрелӗн вӗренекенӗсене кӑҫалтан ҫакӑн пек ку чухнехи классенче вӗренме телей пӳрчӗ. Классем ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ предметсене тарӑннӑн вӗренме, уйрӑмах генетика тата ӳсентӑран селекцийӗпе ӗҫлеме май параҫҫӗ. Проект ял хуҫалӑх валли пулас кадрсене шкултах хатӗрлессине шута илет. 2030 ҫул тӗлне ҫакӑн пек агротехнологи класӗсем республикӑри пур муниципаллӑ йӗркеленӳре те пулӗҫ», – тесе палӑртрӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче.

Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров:

– Ҫӗпрел – ял хуҫалӑх районӗ, унӑн экономикин пуласлӑхӗ ял хуҫалӑхӗн ҫамрӑк специалисчӗсенчен тӳрремӗнех килет. Ҫак классенче пӗлӳ илни – агропредприятисенче ӗҫлеме тата пирӗн района малалла аталантарма май пани. Проект чи малтан шӑпах пирӗн районта пурнӑҫланни савӑнтарать.

Лицейӗн директорӗ Ильназ Калимуллин пурне те пӗрле ӗҫленӗшӗн тав турӗ, ҫӗнӗ классем агротехнологисемпе, ял хуҫалӑхӗпе интересленекен пултаруллӑ ҫамрӑксемшӗн «туртӑм точки» пуласса шаннине пӗлтерчӗ.

Шкул инфратытӑмне «Чистополье» агрохолдинг  пулăшнă май инвестициленипе вăя кӗртнӗ.  

Ҫӗнӗ вӗренӳ формачӗн уйрӑмлӑхӗ – практика ӗҫне вӗренӳ процесне пӗрлештерни: ачасем малалла ӗҫе вырнаҫма хатӗрленсе, çавăнтах теорие практикӑра усӑ курма вӗренеҫҫӗ. Палӑртмалла: проект партнерӗсен хушшинче шкул ачисене хатӗрлес ӗҫе хастар хутшӑнакан Хусанти патшалӑх аграри университечӗ пысӑк вырӑн йышӑнать.

Агроклассен тепӗр лайӑх енӗ – аслӑ шкулсене вӗренме кӗмелли уйрӑм условисем. Ҫак классенчен вӗренсе тухнисем аслӑ шкула вӗренме кӗнӗ чухне хушма балсем илеҫҫӗ, ҫакӑ вара агрономипе биотехнологи енӗпе вӗренме кӗрес тата пӗлӗве ӑнӑҫлӑ малалла тӑсас шанӑҫа самаях ӳстерет.

Проект хӑйне евӗрлӗ вӑчӑра йӗркелет: шкул – аслӑ вӗренӳ çурчӗ – пулас ӗҫ паракан, ҫулӑн кашни этапӗнче пултаруллӑ ҫамрӑк специалистсене пулӑшу парать. Ҫак мерӑсем ҫамрӑксене аграри секторӗпе интересленессине ӳстерме, ӗҫ вӑйӗн пахалӑхне ӳстерме тата ҫӗршыври апат-ҫимӗҫ промышленноҫне ҫирӗп аталантарма шанчӑклӑ никӗс тума пулӑшаҫҫӗ.


Нет комментариев