Тӗпелте чухне
Мăйăра духовкăра ăшаласа илмелле. Сахăр песокне тип çупа хутăштармалла, пулнă хутăш çине сок ямалла. Кишӗре вӗтӗ шăтăклă теркăпа хырмалла, мăйăра блендерпа вӗтетмелле. Веçех пӗрлештерсе хутăштармалла. Разрыхлительпе тата ванильпе хутăштарнă çăнăх хушса чуста хатӗрлемелле. Хатӗр чустана пергамент хут сарнă форма çине ямалла та духовкăра хатӗр пуличчен пӗçермелле. Кăмăл пулсан торта хăвăр пӗлнӗ пек илемлетме те юрать.
150 г çăнăх, 8 кашăк тип çу, 1 стакан сахăр песокӗ, 1 стакан улма-çырла сокӗ (хуть мӗнли), 150 г аçтăрхан мăйăрӗ, 150 г кишӗр, 1 чей кашăкӗ разрыхлитель, 1 пӗчӗк пакет ванилин, кăшт тăвар кирлӗ.
Нет комментариев