Тасалӑх, илемлӗх кама кирлӗ?!
Ку ыйту çине «Хамăра» текен хурав тӳрӗ килет пуль...
Çулсерен, йăлана кӗнӗ тăрăх, республикăра апрель уйăхӗн пуҫламӑшӗнчен пуҫласа территорисене санитари енчен тасатас, ешӗллентерес тата хӑтлӑх кӗртес енӗпе икӗ уйӑхлăх йышăнаççӗ.
Ҫавна май çак тапхӑрта сахал мар мероприятисем ирттерме палӑртнӑ. Ял тăрăхӗсем валли тирпей-илем кӗртмелли план туса хатӗрлеҫҫӗ, санитарипе экологи мероприятийӗсене йӗркелемелли комисси йӗркелеҫҫӗ.
Апрель — май уйӑхӗ-сенче халӑх пурӑнакан вырӑнсене, организацисемпе предприятисен территорийӗсене, ҫул хӗррисене, вӑрманпа парк зонисене, шыв-шур таврашӗсене тасатмалла. Анчах та çитменлӗхсем те пур.
Чи хумхантаракан ыйтусенчен пӗри — палăртман вырăнсенче ҫӳп-ҫап вырăнӗсем пулса кайни. Ҫавӑн пекех, нумай хутлӑ пурӑнмалли ҫуртсен, хăш-пӗр хуçалăхсен таврашӗ те хăш чухне çуп-çап айне путать.
Санитари енчен тасатас, хăтлăх кӗртес енӗпе икӗ уйӑхлăх пынă май, районти Ӗç тăвакан комитет çумӗнче йӗркеленӗ административлӑ комисси ларӑвӗ те çак ыйтусем енӗпе ӗçсем мӗнле пынине тишкерчӗ. Ял тӑрӑхӗсенче правилăсене пăсакансем те тупăнсах тăраççӗ, вӗсене комисси ларӑвне чӗннӗччӗ. Вӗсем — Хулаçырми, Ҫӗнӗ Йӗлмел, Çӗнӗ Чакă, Кивӗ Чукал, Кивӗ Шемӗршел, Анат Чакă, Пăрăнтăк ялӗсен çыннисем.
Кун йӗркинче мӗнпурӗ 35 яхӑн протокол пӑхса тухрӗç.
Правилăсене пăсакан-сенчен нумайăшӗсене пӳрт умӗнче строительство материалӗсене упраса усрама тӳрӗ килет. Кун пирки комисси ертӳҫи Рустам Мухаметзянов ял тăрăхӗн советӗнчен строительство ӗçӗсем илсе пыни çинчен справка илмелли çинчен аса илтерчӗ. Чăннипе те, çурт хуçи строительство ӗçӗсем пуçласа ярать иккен, материалсене урам енче тытса тăмашкăн справка илме пултарать. Ăна 6 уйӑха параççӗ.
— Пирӗн урӑх вырӑнсене — районсене, хуласене кайма тӳрӗ килнӗ вăхăтра, унти тасалӑха эпир хамӑрӑннипе танлаштарса çӳретпӗр. Тавралӑх таса та илемлӗ пулсан, хамăра та кӑмӑллӑ вӗт, — терӗ Рустам Мухаметзянов.
Чӑнах та, тавралӑхăн тасалӑхӗ чи малтан çавăнта пурăнакан ҫынсемшӗн кирлӗ. Ҫӗрӗ таса пулнă вырăнта, сывлӑшӗ та лайӑх пулать. Санитари правилисене пӑхӑнни сывлӑх сыхлавӗнче те кирлӗ мера шутланать.
Уйӑхлăх мӗнле пынине районти следстви органӗсем те малашне те сӑнаса тӑрӗҫ. Хӑтлӑх кӗртес, тасатас, ешӗллентерес ӗҫсене тивӗҫлӗ пурнӑҫламаншӑн административлӑ яваплӑх пӑхса хӑварнӑ. Вӑл 2000 тенкӗрен пуҫланать. Ҫулталӑк хушшинче икӗ протокол тултарнă ҫурт хуҫине штрафа 5000 тенкӗ тӳлеме тӳрӗ килӗ.
Кунсӑр пуҫне комисси районти симӗс зонӑсене автотранспорчӗсене лартакансен тӗлӗшпе тултарнă протоколсене те пӑхса тухрӗ. Çакăн пек правилăсене пӑсакансем енӗпе законра асӑрхаттару та пăхăнман, штрафӗ те, çавăн пекех, 2000 пин тенкӗрен пуçланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев