Профессиллӗ пулас тесен — Çӗпрелӗнчи пӗлӳ паракан çурта кил!
Малашлăха палăртса...
Юлашки ҫулсенче район центрӗнчи «Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче» пысӑк улшӑнусем пулчӗç. Кун ҫинчен эпир унӑн директорӗпе Фаниль Яфизовпа калаҫрӑмӑр.
— Фаниль Ринатович, техникум 2025-2026 вӗренӳ ҫулӗнче мӗнле специальноҫсемпе вӗренекенсене йышӑнӗ?
— Паян ӗç профессийӗсем, поварсем, кондитерсем кирлӗ. Пирӗн «Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче» вара шӑпах пурнӑҫ валли кирлӗ профессисене алла илеҫҫӗ.
9 класс базинче автомобильсен двигателӗсене, системисене тата автомобильсен агрегачӗсене техника пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерес тата юсас енӗпе специалистсем хатӗрлеҫҫӗ. Асӑннӑ специальноҫпа 20 бюджет вырӑнӗ йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех, пирӗн вӗренӳ заведенийӗнче пилотсӑр авиаци системисене эксплуатацилес енӗпе пӗлӳ илме пулать. Ку ушкӑнра та 20 бюджет вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ. Поварпа кондитер ӗçӗн профессине те алла илме пулать. 11 класс бази енӗпе вӑтам звено специалисчӗсене хатӗрлеҫҫӗ. Ял хуҫалӑх техникипе оборудованийӗсене эксплуатацилемелли тата юсамалли ушкӑнран вӗренсе тухакансене техник-механик квалификацийӗпе диплом параҫҫӗ. Вӑтам звено специалисчӗсене хатӗрлемелли программӑсем тӑрӑх вӗрентмелли срок 3 ҫул та 10 уйӑх шутланать.
— Техникумра миҫе студент вӗренет?
— 2024-2025 вӗренӳ ҫулӗнче 9 класс базипе 55 вӗренекене йышӑннӑччӗ. Вӗренекенсен пӗрлехи йышӗнчен 25% Ульяновск облаҫӗнчи, Шӑмӑршă районӗнчи студентсем пулса тӑраҫҫӗ. Палӑртса хӑварас тетӗп: инҫетри районсенчен килекен студентсен шучӗ ҫулсеренех ӳссе пырать. Пирте Зеленодольскран та, Ульяновск облаҫӗнчен килсе те пӗлӳ илекенсем пур.
2024 ҫулта техникум 50 специалист хатӗрлесе кӑларчӗ, вӗсенчен 25шӗ специальность енӗпе ӗҫлеҫҫӗ, 17шӗ РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретӗнче службӑра тӑраҫҫӗ, 4шӗ харпăр хăй ӗçне йӗркеленӗ, 3шӗ ача пӑхмалли отпускра, пӗр студент Саратов облаҫӗчи Вольск ҫар пурлӑхне тивӗҫтерес енӗпе институтра пӗлӗвне малалла тăсать.
— Техникумра хушма тӳлевлӗ пӗлӳ те параҫҫӗ...
— Ҫапла, пирӗн техникум вӗренӳ енӗпе хушма тӳлевлӗ пӗлӳ те парать. Хушма тӳлевлӗ условисенче çак специальноҫсемпе алла илме пулать: «Д», «С» тата «F» категорири тракторист-машинист, сварщик, «В» категорири автомобиль водителӗ, БПЛА операторӗ.
— Пӗлтӗр вӗренӳ çурчӗ студентсене юсанӑ зданире йышӑнчӗ...
— Ҫапла, 2024 ҫулта пирӗн техникумра «Ресурс центрӗсем тӑвасси» программа шайӗнче виҫҫӗмӗш корпуса тӗпрен юсанӑччӗ, 91 миллион тенкӗлӗх техникумӑн территорине хӑтлӑх кӗртес енӗпе юсав та ирттернӗччӗ. 15 миллион тенкӗлӗх кабинетсем валли ҫӗнӗ оборудовани туянтăмăр.
— Эсир пӗлӳ парас енӗпе тӗрлӗ вӗренӳ проекчӗсенче те хутшӑнатӑр...
— Пирӗн техникум — ГИА шайӗнче професси стандарчӗсем енӗпе демонстрациллӗ экзаменсене йӗркелес енӗпе ӗҫлекен проекта хутшӑнакан. Техникум базинче «Повар тата кондитер ӗçӗ», «Çӑмӑл автомобильсене ремонт тăвасси тата пулӑшу парасси», «Ял хуҫалӑх техникипе оборудованийӗсене эксплуатацилесси тата юсасси» компетенцисемпе экзаменсем йышӑнассине йӗркеленӗ. Ҫак площадкӑсене оборудованиленӗ тата професси стандарчӗсене тӳрӗ килмелӗх аккредитациленӗ.
— Техникумăн студенчӗсене студентсен отрячӗсенче ӗҫлеме май пур-и?
— Техникумра та «Раҫҫей Студенчӗсен отрячӗсем» пӗрлешӳллӗ çамрăксен обществăлла организацийӗн Тутарстанри регионти уйрӑмӗн «ДТОТ» студенчӗсен отрячӗсен Çӗпрелӗнчи штабӗ ӗçлет. Иртнӗ çул, ноябрӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен, Мускавра студентсен отрячӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри юбилей слечӗ иртрӗ. «Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнчен» эпӗ тата Альфия Фазилова, Алексей Круглов, Тутарстан Республикинчи Студентсен отрячӗсен делегацийӗпе пӗрле, слета хутшӑнтăмăр.
— Вӗренӳ заведенинчен вӗренсе тухнă хыççăн студентсене ӗҫпе тивӗҫтереççӗ-и?
— Кӑҫалхи çул Набережные Челны хулинче «КамАЗ» Пӗтӗм Раççейри Ӗҫ проекчӗн хӗллехи тапхӑрӗ иртрӗ, унта Раҫҫей Федерацийӗн 10 регионӗнчен 300 яхӑн студент килнӗччӗ, ҫав шутра пирӗн 15 студентăмăр та çак мероприятире хутшӑнчӗ. Пӗр эрне хушшинче студентсем 3 разрядлӑ формовщик специальноҫӗ енӗпе пӗлӳ илчӗç. Вӗренӳ вӑхӑтӗнче производствӑра тӳлевлӗ ӗçпе те тивӗçтерчӗç, ҫак тапхӑрта студентсен уйӑхри ӗҫ укҫи 70 пин тенкӗпе танлашнӑччӗ.
Районти тӗп ӗҫ паракансемпе те специалистсем хатӗрлеме договорсем тунӑ. 2024 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх «Çӗпрел Рассвет Агро» обществăра техникумăн 50 яхăн студентне ӗçе вырнаçтарнă тата производство практикине иртнӗ. Студентсем, çаплах, общество апатланӑвӗпе, автотранспорта техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен уйрӑм предпринимательсем патӗнче те производство практикине иртеҫҫӗ. Шкул ачисен каникулӗ вӑхӑтӗнче районти сывлӑха çирӗплетмелли лагерьсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Техникум С. П. Горбунов ячӗллӗ Хусанти авиаци завочӗпе те («Туполев» АО филиалӗ) тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет. 2024 ҫулта техникумăн 30 студенчӗ, Хусанти авиаци завочӗ тата техникумӗ виҫӗ енлӗ килӗшӗве алӑ пуснӑ, унпа килӗшӳллӗн завод пӗтӗм вӗренӳ тапхӑрӗ тӑршшӗпех студентсене 4000-15000 тенкӗ таран стипенди тӳлет (стипенди сумми студентсен вӗренӗвӗнчен килет), студентсем унта производство практикине тӳлевлӗ иртеҫҫӗ. Авиаци завочӗн вӗренӳ центрӗнче практика иртнисем ЧПУ операторӗ текен ҫӗнӗ квалификаци тата практика тапхӑрӗнче 39 пин тенкӗ укçа ӗҫлесе илнӗ.
— Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем хушшинче техникумран вӗренсе тухнă каччăсем те нумай. Çакă техникумра патриотла ӗҫ илсе пынине кӑтартса парать. Мӗн каланă пулăттăр эсир кун ҫинчен?
— Техникумра студентсенчен нумайӑшӗ каччăсем. Арҫынсен тивӗҫӗ вара — хӑйӗн ҫӗршывне хӳтӗлесси! Паллах, пирӗн техникумри студентсем те айккинче юлма пултараймаҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнче техникумран вӗренсе тухнă каччăсем — Иван Юрьевич Немасев, Айдар Дамирович Газимов пуç хучӗç. Вӗсен ячӗпе кӗтессем уçрăмăр, вӗсем РФ Президенчӗн Указӗпе вилнӗ хыҫҫӑн Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланнӑ.
— Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли эсир мӗнле задачӑсем лартатӑр?
— 2025-2026 ҫул тӗлне «Пилотсӑр авиаци системисене эксплуатацилесси» специальноҫпа студентсене йышӑнма хатӗрленетпӗр. Ҫавӑн пекех, эпир районти тата кӳршӗри регионсенчи шкулсенче вӗренекенсене явӑҫтарма та тӗллев лартатпӑр. Техникумӑн автопаркне «КамАЗ» пек çăк машинипе туллилентересшӗн.
Пирӗн техникумра пӗлӳ илнӗ вӗренекен çухалмасть, малалла вӗрентес текенсемшӗн те пысӑк майсем пур.
— Тавтапуҫ калаҫӑвăршăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев