Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Çемьесен юбилейлă çулӗсем

Шланка ялӗнчи Альфияпа Иршат Айзятовсем те бриллиант туйччен пурăнса çитнӗ...

— Ӗлӗк вӗт никах вуланă та, çапла пурăнса кайнă. Ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн, ял советне кайса çырăннă, мӗншӗн тесен ача ҫурални ҫинчен свидетельство илмелле пулнӑ, — тет Иршат Айзятов. — Эпир пӗрле пурăнма пуçланине те 61 ҫул пулчӗ.

Айзатовсен ҫемйи те ӗç çулне колхоза халалланӑ. Иршат пичче «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ята тивӗçнӗ: комбайнер, тракторист пулса ӗҫленӗ. Ку ӗҫре яланах малта пыраканни пулнӑ. Ăна ҫемйи те питӗ пулӑшнӑ.

— Ачасем, Альфия та комбайнер пулса ӗçленӗ чухне манăн пулăшакансем пулчӗç. Эпир, комбайнерсем, канма чарӑнатпӑр, манӑн комбайн вара ӗҫлет, унта хӗрӗм штурвала тытса пырать. Кулленхи нормăна ытлашшипех тултарса пытăм, хисеплӗ ята çӗнсе илни те çавăнпа çыхăннă, — тет Иршат пичче.

Паянхи кун Иршат Айзятов ялта имам-хатиб ӗçне пурнăçлать. Вӑл ислам тӗнне аталантарассишӗн те чӗрӗк ӗмӗр тӑрӑшать иккен ӗнтӗ.

— Çамрӑксем те тӗн патнелле туртӑнаҫҫӗ, эрнекунхи намаза (кӗлӗ туни) ҫӳрекенсем те нумайланса пыраççӗ, — тет вăл.

Мăшăрӗпе вӗсем икӗ ачана пурнăç парнеленӗ. Хӗрӗсем те, ывӑлӗсем те ялта пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем, кашни кун тенӗ пекех, ашшӗ-амӑшӗ патне килсе, халӗсене пӗлсе тăраççӗ, пулӑшаҫҫӗ. Çак ҫемьене ăмсанса пӗтерейместӗн. Вӗсем паян та пӗрне-пӗри хисеплесе, пӗр-пӗрне ăнланса, ҫамрӑк ҫемьесемшӗн тӗслӗх пулса пурăнаççӗ.

«Çакăн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре?» — текен ыйту çине те вӗсем: «Пӗр-пӗрне юратмалла, аслисене хисеплемелле, пуринчен ытла —пурнӑҫри пур йывӑрлӑхсене те пӗрле ҫӗнтермелле, сапăр пулмалла», — теççӗ Айнулловсем.

Кивӗ Ишлӗ ялӗнчи Назияпа Иргис Айнулловсем ҫемье ҫавӑрсан пуянлӑх хыççăн хӑваламан: мӗн пулнипе çырлахса пурăннă. Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫленӗ. Вӗсем иккӗшӗ те вӑрҫӑ ачисем. Иккӗшӗн те ашшӗсем вӑрҫа кайнӑ.

Вӗсем пӗр-пӗрне нумай сăнаса çӳремен. Малтан калаçса татăлса, ҫураҫнӑ хӗре каçхине кин пулма илсе таврăнаççӗ. Назия аппа ҫавӑн пек кин пулса килет Иргис пиччесем патне. Тӗп ҫуртра хунямӑшӗпе пӗрле нумай ҫул килӗштерсе пурӑнаççӗ.

Айнулловсен пӗтӗм ӗҫ ҫулӗ колхозăн пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса пырать. Пилӗк ача пӑхса ӳстереҫҫӗ. Пӗр хӗрӗ вăхăтсăр çӗре кӗрет, питӗ пысăк хуйхă тӳссе ирттерме тивнӗ. Икӗ хӗрӗ ялта пурӑнаҫҫӗ, ывӑлӗ — Ульяновск хулинче.

Иккӗшӗ те саккӑрмӗш теҫеткене вакланӑ пулин те, унччен выльӑх-чӗрлӗх те нумай усранӑ, халӗ те пахчаҫимӗҫ, ҫӗрулми лартса ӳстереççӗ.

— Аттепе анне питӗ канӑҫсӑр ҫынсем. Пире те ҫавӑн пек ӗҫпе воспитани парса ӳстерчӗç. Пуянлӑхпа нихҫан та интересленмерӗç. Вӗсем иккӗшӗ мăшăр çунат пулса пурӑнни пирӗншӗн пысӑк савӑнӑҫ, — тет Кивӗ Ишлӗ вӑтам шкулне ертсе пыракан хӗрӗ Миляуша.


Айнулловсем ялта хисеп çӗнсе илнӗ çемье. Вӗсен ҫамрӑклӑхне ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Радик Мухаметзянов та аса илчӗ:

— Назия аппа пире яланах дисциплинӑна вӗрентрӗ. Каҫхине эпир урама тухнине курсан, «калушпа» киле хӑваласа кӗртетчӗ (кулать). Паян та вӗсем питӗ илемлӗ, тӗслӗхлӗ пулса пурӑнаҫҫӗ.


Назияпа Иргиз Айнулловсен 9 мӑнукпа 6 кӗçӗн мӑнук пур. Çак никӗс уявсемпе канмалли кунсенче ачасемпе мӑнукӗсен сассипе тулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев